Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Фермерсен йышӗпе Чӑваш Ен юлашки йӗркене йышӑнать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 16.11.2014 00:23 | 1741 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ

Ҫапларах пӗтӗмлетӳ тунӑ «Интерейтинг» агентство. Фермерсен танлашӑмне (рейтингне) вӗсем федераллӑ округсем тӑрӑх ирттереҫҫӗ. Ку хутӗнче Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи лару-тӑрӑва тӗпченӗ.

Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх Чӑваш Ен юлашки йӗркене йышӑннӑ — пирӗн республикӑра 13 фермер кӑна юлнӑ пулать (5 ҫултан ытларах ӗҫлекеннисене кӑна шута илнӗ). Агенство пирӗн тӑрӑха унччен ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ ҫын ертсе пынине те палӑртнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑх министрӗ те пирӗн тӑрӑхран-ха.

Пирӗнпе кӳршӗлле облаҫсемпе республикӑсене пӑхас пулсан фермерсен йышӗ Чулхула облаҫӗнче чи нумаййи: унта вӗсем 787 таранах. Вӗсем хыҫҫӑн Тутарстан пырать — кунта 281 фермер вӑй хурать. Ҫавӑн пекех Мӑкшӑ республикинче сахал мар — 216 фермер. Ыттисенче: Мари Элте пурӗ 51 фермер, Чӗмпӗр облаҫӗнче — 110.

Танлашӑмри вырӑнсене фермер хуҫалӑхӗсене ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе танлаштарса йӗркеленӗ. Чи ҫӳллӗ вырӑна йышӑнакан Ӗремпур облаҫӗ ку тӗлӗшпе 2,07 пухнӑ — фермер хуҫалӑхӗсем вӑл тӑрӑхра пысӑк ял хуҫалӑх предпритисен шутӗнчен икӗ хут кӑна сахалрах. Пирӗн тӑрӑхра вара 50 хут патнелле — 49,92. Ял хуҫалӑх предприятисен йышӗ пирӗн патра 649 иккен. Сӑмах май, Мӑкшӑ тата Мари Эл республикисенче сахалрах та — 605 тата 448.

Ку танлашӑм, паллах, ял хуҫалӑхри йывӑрлӑхсене уҫса памасть — вӑл пирӗн тӑрӑхра фермерсем ҫуккине кӑна кӑтартать.

#Мари Эл, #танлашӑмсем, #фермерсем, #ял хуҫалӑхӗ, #Атӑлҫи федераллӑ округӗ, #Чулхула облаҫӗ, #Тутарстан, #Ӗремпур облаҫӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем