Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: И.Я.Яковлев ҫуралнӑ ялта пулчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
voronovera@yandex.ru 20.03.2009 20:09 | 2496 хут пӑхнӑ

Тутар Республикинчи Кӑнна Кушки — чӑвашсемшӗн хаклӑ ял.

Кунта 1848-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче чӑвашсен Аслӑ Вӗрентекенӗ, чӑваш ҫырулӑхне, литература чӗлхине пуҫарса яраканӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралса ҫут тӗнчене килнӗ. Чӑваш ҫыннин тертпе-хӗнпе иртекен кун-ҫулне телейлӗрех тӑвасчӗ тени мӗн ачаранах канӑҫ паман ӑна. 1868-мӗш ҫулта Чӗмпӗрте Чӑваш шкулӗ уҫма мехел ҫитернӗскер, хӑйӗн пӗтӗм кун-ҫулне вӗрентӳ ӗҫне халалланӑ. Чӗмпӗр шкулӗ 1000 ытла вӗрентекене, ҫав шутранах тӑван литература анинче уйрӑмах тарӑн йӗр хӑварнӑ К.В. Иванов, Тайӑр Тимкки, Н. Шупуҫынни, Федор Павлов, Марфа Трубина тата ытти ҫыравҫӑсене те вӗрентсе ӑс панӑ.

Манмастпӑр эпир те, паянхи ӑру, И.Я. Яковлевӑн вышкайсӑр пысӑк ӗҫне. Унӑн «Халалне» яланах асра тытса пурӑнатпӑр.

Акӑ, пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлқ паракан вӑтам шкулти саккӑрмӑш тата тӑххӑрмӗш классенче вӗренекенсем, вӗсен вӗрентекенӗсем — Н.Н.Круглова, А.В. Лакачов ертсе пынипе И.Я.Яковлев ҫуралса ӳснӗ ялта — Кӑнна Кушкинче экскурсире пулса курчӗҫ. Вӗсем Аслӑ Вӗрентекенӗмӗре асӑнса уҫнӑ часовня патне ҫитсе пуҫӗсене тайрӗҫ, музейри материалсемпе тӗплӗн паллашрӗҫ, ялти шкулта пулчӗҫ.

Курнавӑшсемпе Кӑнна Кушкине ҫыхӑнтаракан тепӗр сӑваплӑ япалана та ӑшшӑн асӑнса хӑварас килет. И.Я.Яковлевӑн чи ҫывӑх тантӑшӗсенчен пӗри, 14 калавпа пӗр очерк авторӗ Игнатий Иванович Иванов 1876-1883 ҫулсенче Курнавӑш ачисене шкулта пӗлӳ панӑ.

Яковлев музейӗн управҫи Надежда Кузьминична Пыркина шкул ачисене Иван Яковлевич Яковлевӑн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа пачӗ. Ҫавӑн пекех Кӑнна Кушкинчен тухнӑ паллӑ ҫынсемпе - И.С. Максимов-Кошкинский, А.Алка, Тихӑн Петӗркки, А. Тимбай тата ыттисемпе паллаштарчӗ. Шкул ачисем музейри тӗрлӗ экспонатсемпе, ӗлӗкхи чӑвашсем усӑ курнӑ япаласемпе уйрӑмах кӑсӑкланчӗҫ. Вӗренекенсемпе вӗрентекенсем экскурсипе питӗ кӑмӑллӑ пулчӗҫ. Чылай ҫӗнни пӗлчӗҫ вӗсем. Юлашкинчен ачасем И.Я. Яковлев палӑкӗ умӗнче асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗнчӗҫ. «Татах та килсе курӑпӑр-ха Кӑнна Кушкине», — тесе палӑртрӗҫ вӗсем.

#Тутарстан, #Кӑнна Кушки, #Курнавӑш, #Елчӗк районӗ

 

Комментари:

Шупашкарсем // 2015.28.0510
2009.03.21 16:53

Пит маттур еслетер эсир!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем