Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчере: Крымри референдумра хӑш-пӗр журналист сӑтӑр тӑвать-мӗн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 16.03.2014 19:02 | 1590 хут пӑхнӑ
Тӗнчере

Анӑҫри хӑш-пӗр журналист Крымри референдумра сӑтӑр тума тӑрӑшни пирки информаци агентствисенчен пӗрне, «Новости» РИАна, Финлянди сӑнавҫи Йохан Бекман пӗлтернӗ.

«Кунта анӑҫри журналист питӗ нумай, анчах, шел те, вӗсем хӑшӗсем референдума хирӗҫле вӑрттӑн вӑйпа усӑ кураҫҫӗ. Эп асӑрханӑ тӑрӑх, вӗсенчен хӑшӗсем суйлав участокӗсен ӗҫченӗсене психологи тӗлӗшӗнчен пусараҫҫӗ», — тенӗ вӑл.

Йохан Бекман шучӗпе ҫакӑ ятарлӑ операци те пулма пултарать. «Вӗсем суйлав комиссийӗсен пайташӗсене тӗлӗнмелле ыйтусем параҫҫӗ. Ҫакна эп, сӑмах май, Раҫҫейре дума тата Президент суйлавӗ иртнӗ чух та сиснӗччӗ», — пӗлтернӗ Финлянди сӑнавҫи.

Крымри референдумра витӗр курӑнакан урнӑсем усӑ курнине анӑҫри хӑш-пӗр журналист суйлав вӑрттӑнлӑхне уҫӑмлатнипе танлаштарать-мӗн. «Тӗрӗссипе, витӗр курӑнакан урна суйлав уҫӑмлӑ пынине пӗлтерет», — тенӗ маларах асӑннӑ сӑнавҫӑ.

Бекман унӑн ентешӗ, финн журналисчӗ, Бахчисарайри суйлав комиссийӗн пайташне, урна патӗнче тӑракан хӗре, «Сана кунта кам ирӗксӗр янӑ?» йышши ыйтупа тапӑннӑ. Хӗр ыйтусене хуравлама килӗшмен енне ун пирки вӑл хӑраса та шикленсе ӳкнӗскер тесе пӗтӗмлетнӗ.

Анӑҫри пресса халӗ вырӑссене хирӗҫле пӗлтерет-мӗн — унта та кунта ҫар тӑрать тесе пӗлтерет иккен. Анчах финн сӑнавҫи апла мар тесе ӗнентернӗ. Суйлавҫӑсем хастаррӑн сасӑлаҫҫӗ иккен, лару-тӑру лӑпкӑ.

Аса илтеретпӗр, паян Крымра тата Севастопольте рсепублика статусне палӑртмалли суйлав иртет. Унта хутшӑнакансен икӗ ыйтуран пӗрне: «Крыма эсир федераци субьекчӗ евӗр Раҫҫейпе пӗрлештересшӗн-и?» е «Крым Республикин 1992 ҫулхи Конституцине чӗртсе тӑратса Крыма Украина пайӗ евӗр пултарасшӑн-и?» суйламалла. Хӑшӗшӗн ытларах сасӑлаҫҫӗ, ҫав варианчӗ ҫӗнтерет.

Ҫав вӑхӑтрах ку референдума анӑҫра йышӑнмаҫҫӗ — ку ӗҫе ирттерсе Раҫҫей тепӗр патшалӑхӑн ҫӗрне туртса илет иккен. Ҫавна май тӗрлӗ санкцисем хатӗрлеҫҫӗ. Крым ҫурутравӗнчи «ирӗклӗ хӳтӗлевҫӗсем» Раҫҫей салтакӗсем пулнишӗн пӗрре те иккеленмеҫҫӗ.

Мускав вӑхӑчӗпе 19 сехет тӗлне суйлавҫӑсен 70 проценчӗ референдума хутшӑннӑ. Суйлав участокӗсем Мускав вӑхӑчӗпе 22 сехетре (Крымра вӑл вӑхӑтра каҫхи саккӑр пулӗ) хупӑнӗҫ.

#Крым, #политика, #референдумсем, #чикӗ леш енче

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем