Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Шупашкарти пӗр урама Лаврентий Таллеров ятне парасшӑн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 14.02.2014 15:09 | 1371 хут пӑхнӑ
Хулара

Шупашкарта кӗҫех Лаврентий Таллеров тата Анисим Асламас ячӗллӗ урамсем пулма пултарӗҫ. Нумаях пулмасть хула администрацийӗнче комисси ларӑвӗ иртнӗ, унта урамсене, тӳремсене, хула хуҫалӑхӗн ытти ҫурт-йӗре мӗнле ятсем памаллине сӳтсе явнӑ.

Шупашкарти ҫуртсем ҫинче асӑну хӑми вырнаҫтарнине час-часах кураймӑн. Чӑваш Енре вара паллӑ ҫын сахал мар пурӑннӑ. Халӗ ҫак лару-тӑрӑва ылмаштарма вӑхӑт ҫитнӗ-мӗн. Кӑҫал — Культура ҫулталӑкӗ-ҫке-ха. Дзержинск урамӗнчи 31-мӗш ҫурт ҫинче кӗҫех асӑну хӑми ҫакмалла. Ӑна паллӑ патшалӑх ӗҫченне Леонид Прокопьева халаллӗҫ. Вӑл пурнӑҫӗн юлашки кунӗсене ҫак ҫуртра ирттернӗ. Асӑну хӑман эскизне конкурс ирттерсе суйланӑ та ӗнтӗ. Унта Владислав Немцевӑн ӗҫӗ ҫӗнтернӗ. Хӑмана гранитран тӑвӗҫ, брельефа — пӑхӑртан. Тӗп вырӑн Леонид Прокопьевӑн сӑнӗ йышӑнӗ.

Тепӗр хӑмана Мускав проспектӗнчи 5-мӗш ҫуртра вырнаҫтарма пултарӗҫ. Вӑл Совет тапхӑрӗнче ЧР Культура министерствине ертсе пынӑ Ида Кочеткова ячӗпе пулӗ. Ӑна хисеплесе Шупашкарти ҫӗнӗ пӗр урама та ят хума палӑртнӑ.

Ларура чӑвашсен паллӑ композиторне Анисим Асламаса, халӑх поэтне Лаврентий Таллерова та ҫапла хисеп тума сӗннӗ. Лаврентий Васильевич Шупашкара юратнӑ, кунта 44 ҫул пурӑннӑ. Хӑйӗн чи лайӑх хайлавӗсене вӑл шӑпах ҫак хулара ҫырнӑ. Ларура ҫӗнӗ урамсене мӗнле ят памаллине ҫеҫ мар пӑхса тухнӑ. Унта киввисене те тишкернӗ. Сӑмахран, Шупашкарти политехника институчӗ «Патрис Лумумба урамне» хӑйӗн ячӗпе хисеплеме сӗннӗ. Анчах кӑна ырлакан тупӑнман.

#чыславсем, #Шупашкар, #ларусем, #хисепсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем