Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш тӗррин кунӗпе саламлать. Салама республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
«Хӑйне евӗрлӗ ҫак ӳнер, авалхи ӑсталӑх — чӑваш халӑхӗн чи пысӑк пуянлӑхӗ, чӗрӗ чунӗ. Кашни ҫӗвӗ пирӗн мӑн асаттесен еткерлӗхне, ҫут тӗнче илемӗпе килӗшӳлӗхне кӑтартса парать. Тӗрӗ йӑх-несӗлсем ӗмӗртен калаҫакан чӗлхе пулса тӑчӗ. Паян та вӑл шанчӑклӑн, ҫивӗччӗн тата ҫирӗппӗн янӑрать.
Эпир хамӑр ума ҫак еткерлӗхе упраса хӑварма, шанчӑклӑ алла пама тӗллев лартрӑмӑр. Эпир ӑна пурнӑҫларӑмӑр. Республика Пуҫлӑхӗн гранчӗпе Чӑваш тӗррин наци шкулне уҫнӑранпа пилӗк ҫул ҫитнине паллӑ тӑватпӑр. Унта ӑстасем ҫамрӑксене тӗрӗ вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса параҫҫӗ. Ҫапла капӑр япаласем ҫуралаҫҫӗ, ӑрусен хутшӑнӑвӗсем ҫирӗпленеҫҫӗ. Сирӗн ӗҫ авалхи ҫак ӑсталӑх музей экспоначӗ кӑна мар, вӑл чӗрӗ, аталанса пыракан искусство пулнине ҫирӗплетет.
Специалистсем тӑрӑшнипе истори пуянлӑхӗсем халӑх патне таврӑнчӗҫ. Раҫҫей этнографи музейӗпе пӗрле икӗ альбом кун ҫути курчӗ: «Чӑваш тӗрри: туй кӗпи тата пӗркенчӗк» тата «Чӑваш тӗрри: хӗрарӑм кӗписем». Пуҫласа архиври 200 ытла сӑн ӳкерчӗке пичетлесе кӑларнӑ. Вӗсене пӗр ӗмӗр ҫурӑ ытла ниҫта та кӑтартман. Ҫак ӗҫпе ҫыхӑннӑ анлӑ тепӗр кӑсӑклӑ проект — Император фарфор фабрикипе йӗркеленӗ ӗҫтешлӗх хутшӑнӑвӗсем. Эксклюзивлӑ чей куркисенче хӗвел палли кӗскӗ вырӑссен фарфор йӑли-йӗркипе питӗ килӗшӳллӗ шайлашрӗ. Пирӗн наци хӑйне евӗрлӗхне республика тулашӗнчи миллионшар ҫын курма пултарчӗ.
Чӑваш ҫӗрӗ ҫӗршыва Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине парнелерӗ. Шухӑш хӑвӑрт пурнӑҫа кӗчӗ. 89 регионти чи чаплӑ ӑстасем тӗрленӗ пир пирӗн ҫӗршывӑн пӗрлӗхне тата тӗрлӗ енлӗхне кӑтартакан паллӑ пулса тӑчӗ. «Росконгресс» фондпа пӗрле карттӑн интерактивлӑ копине туса хатӗрленӗ. Халӗ вун-вун пин ҫын «Раҫҫей» наци центрӗнче тата Сочири «Манӑн Раҫҫей» этнопаркра пӗтӗм ҫӗршыври ӑстасен ӗҫне курма, Тӑван ҫӗршывӑн хӑватне туйма пултарать.
Эпир хӑйне евӗрлӗ культурӑна ҫӗнӗ вӑй кӗртме пултартӑмӑр. Ӑна хальхи пурнӑҫпа шайлаштарса куллен усӑ куракан япала туса хутӑмӑр. Авалхи эрешсем курав ҫӳлӗкӗсем ҫинчен анса хула урамӗсене тухрӗҫ. Раҫҫейри модельерсем хӑйсен тумӗсенче усӑ кураҫҫӗ. Куллен тата уявсенче тӑхӑнакан кӗпесем ҫине те халӗ тӗрӗ лартаҫҫӗ. Ҫак юхӑма ҫамрӑксем ҫав тери хавхаланса йышӑнни уйрӑмах савӑнтарать. Наци эрешӗллӗ тумтир суйлакан каччӑсемпе хӗрсем хӑйсен йӑх-несӗлӗ пирки мӑнаҫлӑн пӗлтереҫҫӗ. Тӗрӗре пытаннӑ кӑмӑл-сипет паллисене йышӑнаҫҫӗ: аслисене хисеплеме, ҫемьешӗн тӑрӑшма, тӑван ҫӗре хаклама вӗренеҫҫӗ», — тенӗ Олег Николаев.
