Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Сергей Щербаков вилсе кайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Нелли Пальмова 02.09.2026 08:32 | 38 хут пӑхнӑ
Персона

2026 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта Сергей Владимирович Щербаков кӗтмен ҫӗртен вилсе кайнӑ. Вӑл Атӑл тӑрӑхӗнче паллӑ историк-ӑсчах тата кинорежиссер шутланнӑ. Чӑваш халӑхӗн автономине тата патшалӑхне йӗркелес историйӗпе нумай ӑслӑлӑх статйи ҫырнӑ, документлӑ фильмсем ӳкернӗ. Раҫҫей коопераци университечӗн Шупашкарти коопераци институчӗн (филиалӗн) историпе обществознани преподавателӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑл пурӗ те 50 ҫулта пулнӑ...

Сергей Щербаков 1975 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗнче ҫуралнӑ. 1978 ҫултанпа Шупашкар хулинче пурӑннӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн истори факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Шупашкарти 24-мӗш вӑтам шкулта тата Краснодар крайӗнчи Кропоткин хулинчи 45-мӗш лицея историпе обществознани вӗрентекенӗ пулса ӗҫленӗ. 2002–2005 ҫулсенче Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствинче ӗҫленӗ. Унта вӑл Шупашкарти Ленин районӗнчи уголовнӑй шырав пайӗнче хӗсметре тӑнӑ. 2004 ҫулта Чечня Республикинче ӗҫ командировкинче пулнӑ (Раҫҫейри Шалти ӗҫсен министерствин ВОГОиП криминал милицийӗн аслӑ оперуполномоченнӑйӗ пулса тӑрӑшнӑ). «Общество йӗркине сыхлас ӗҫре палӑрнӑшӑн» медальпе тата «Криминал милицийӗн чи лайӑх ӗҫченӗ» кӑкӑр паллипе чысланӑ.

Чечняри хӗсмет хыҫҫӑн Чӑваш Республикин Патшалӑх истори архивӗн публикацисен пайӗн аслӑ специалисчӗ пулса ӗҫленӗ. Чӑваш Республикин культура училищинче истори, обществознани тата философи вӗрентнӗ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн этнологи пайӗн тата истори уйрӑмӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулнӑ. 2024 ҫултанпа Шупашкарти коопераци институтӗнче вӑй хунӑ.

Сергей Владимирович хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне чӑваш халӑхӗн историне тӗпчессипе ҫыхӑнтарнӑ. Ҫак ӗҫе чунтан парӑнса тунӑ. 2012 ҫулта вӑл истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн диссертацине хӳтӗленӗ. Теми: «Экстерриториальная автономия в национальном самоопределении чувашского народа в начале ХХ века». Юлашки ҫулсенче ӑна Хусан ханлӑхӗ вӑхӑтӗнчи чӑвашсен шӑпи тата социаллӑ пурнӑҫӗпе политика статусӗ питӗ кӑсӑклантарнӑ. Атӑлҫи Пӑлхар арканнӑ хыҫҫӑн чӑваш халӑхӗ мӗнле пурӑнни ҫинчен вӑл тетелте темиҫе видео кӑларма ӗлкӗрнӗ. С.В. Щербаковӑн кӗнекисем нацин истори библиографине тивӗҫлӗ кӗнӗ. Вӗсем: «XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш халӑхӗн наци хӑйне шырани: идеологи аспекчӗ» (Шупашкар, 2013), «Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсем: историйӗ, проектсем, документсемпе материалсем» (Шупашкар, 2014), «1917-1921 ҫулсенчи чӑвашсен наци юхӑмӗ: ҫӗкленӳсемпе ӳкӗмсем. 1 пайӗ. 1917 ҫ. нарӑс - 1918 ҫ. нарӑс» (Шупашкар, 2017).

Ӑслӑлӑх ӗҫӗпе пӗрлех Сергей Щербаков кинематографие те тимлӗх уйӑрнӑ. 2018 ҫулта вӑл хатӗрленӗ сценарипе «Хӗрлӗ тинӗсре» ятлӑ илемлӗ-документлӑ фильм ӳкернӗ. Вӑл Граждан вӑрҫи ҫулӗсенчи чӑваш халӑхӗн шӑпи ҫинчен каласа парать. Ҫак кино Пӗтӗм чӑвашсен IV «Асам» кинофестивальте Гран-прие тивӗҫнӗ. 2021 ҫулта «Авалхи Атӑл вӑрттӑнлӑхӗсем» тулли метражлӑ илемлӗ фильмӑн премьери пулса иртнӗ. Ӑна вӑл Юрий Сергеев режиссерпа пӗрле ӳкернӗ. Кинора XV ӗмӗрти Вӑтам Атӑлҫири пулӑмсем ҫинчен каласа панӑ. Ҫав ҫулах Сергей Владимирович чӑваш мифологийӗ тӑрӑх «Вупкӑн» ятлӑ хӑйӗн пӗрремӗш илемлӗ фильмне ӳкернӗ. Кунта чӑваш халӑхӗн авалхи тӗнчекурӑмӗн кочӗ палӑрнӑ. Наци киноӗҫне аталантарас тӗллевӗсене ирӗклӗн пурнӑҫламашкӑн вӑл хӑйӗн «Грани Миров» киностудине йӗркеленӗ.

Хӑйӗн сайтӗнче Сергей Владимирович Клод Бернарӑн сӑмахӗсене вырнаҫтарнӑ: «Мӗн те пулин уҫнин савӑнӑҫӗ — ӑс-тӑн туйма пултаракан чи ҫутӑ туйӑмӗ». Унӑн ӑслӑлӑх ҫулӗ ҫӑмӑл пулман. Ӑна хӗсӗк куҫлӑ кабинет историкӗсем яланах тиркенӗ. Суя ӑслӑлӑх пуҫлӑхӗсем ура хунӑ. Ҫавна пӑхмасӑр Щербаков историк тӑван халӑхӑн авалхи историйӗпе культурине тӗпчесе яланах савӑннӑ. Вӑл Чӑваш Енӗн пуян чун-чӗре еткерӗпе хавхаланнӑ.

Ҫак хӑйне евӗрлӗ ӑсчах тата уҫӑ кӑмӑллӑ ҫыннӑн ҫутӑ сӑнарӗ тусӗсемпе ӗҫтешӗсен чӗрисенче упранӗ. Унӑн ячӗ вара Шупашкар хулипе Чӑваш Ен историйӗнче ӗмӗрлӗхе юлӗ.

Сергей Владимирович Щербаковпа сывпуллашу авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 11 сехет те 30 минутра иртӗ. Вырӑнӗ: Республика клиника пульницин сывпуллашу залӗ. Адресӗ: Шупашкар хули, Мускав проспекчӗ, 9В ҫурт, 2-мӗш хут.

#Явӑш, #Шупашкар районӗ, #ҫухатусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем