Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ Геральд Салдимиров 70 ҫул тултарнӑ.
Геральд Прокопьевич биатлон енӗпе хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен чемпионӗ ята тата Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсен хӗллехи спартакиадинче бронза медале тивӗҫнӗ.
Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти вӑтам шкулта вӗреннӗ чухне йӗлтӗр секкцине ҫӳренӗ. 1993 ҫулта Челябинскри физкультура институтӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Халӗ вӑл Шупашкарти 2-меш Олимп резеврӗн спорт шкулӗнче тӑрӑшать. Геральд Прокопьевич 10 ытла Раҫҫейӗн спорт мастерне вӗрентсе каларнӑ, вӗсен йышӗнче тӗнче, Европа чемпионӗсемпе Олимп вӑййисен ҫӗнтерӳҫисем пур.
