«Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш наци радиовӗн ӗҫченӗ Элтияр Александров ӑслӑлӑх кандидачӗ пуласшӑн. Ҫак кунсенче вӑл аслӑ шкула аспирантурӑна вӗренме кӗнине халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.
Теле- тата радиоертӳҫӗ экзаменра 100 балл пухнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл Раҫҫейри наукӑсен академийӗнче ӗҫленӗ тапхӑрта ҫырнӑ статьясене те шута илнӗ, вӗсемшӗн ӑна 13 балл хушса панӑ. Элтияр лингвистика енӗпе вӗренӗ. Ҫав вӑхӑтрах тепӗр аслӑ пӗлӳ илӗ - Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институтӗнче юрлас ӑсталӑха аталантарӗ.