Патӑрьел округӗнчи Елизавета Алексеевна Демьянова ҫак кунсенче 100 ҫул тултарнӑ. Унӑн пурнӑҫӗ тумхахлӑ пулнӑ, анчах хуҫӑлса ӳкмен вӑл.
7-мӗш класс хыҫҫӑн вӑл Шупашкарти музыка училищине вӗренме кайнӑ. Анчах вӑрҫӑ пуҫлансан унтан пӑрахса медсестрана вӗренме шутланӑ. Кайран вӑл Чкаловри пульницӑра аманнӑ салтаксене пулӑшнӑ.
Елизавета Алексеевна мӑшӑрӗпе 5 ача ӳстернӗ. Халӗ 6 мӑнукпа, 8 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнса пурӑнать.