Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хӗрӗ Анастасия Букина «Раҫҫей Ҫӗр миссисӗ» конкурсра палӑрнӑ. Вӑл «Раҫҫей бизнес миссисӗ» номинацире ҫӗнтернӗ.
Настя Санкт-Петербургра пурӑнать. Вӑл виҫӗ ача ҫуратнӑ, чылай ҫул ресторан бизнесӗнче вӑй хунӑ, 4 ресторанӑн директорӗ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра вара Анастасия тӗрлӗ курс, ӑсталӑх класӗ йӗркелет. Вӗсене хӗрарӑмсем ҫӳреҫҫӗ.
Палӑртмалл: Анастасия илем конкурсӗсене час-часах хутшӑнать. Кӑҫал вӑл акӑ «Санкт-Петербург тата Ленинград облаҫӗн миссисӗ» конкарса хутшӑннӑ, унта финала лекнӗ.
