Чӑваш Енре водород перекиҫӗ туса кӑларма тытӑннӑ. Ун валли ятарлӑ «Волжская перекись» предприяти хута янӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпромра» вырнаҫнӑ.
Ҫак инвестици проектне «Оргсинтез» ушкӑн 11 миллиард тенкӗ хывнӑ. Унта халӗ 200 ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ пулӗ. Ҫитес ҫул нарӑс-пуш уйӑхӗсенче предприятире 50 пин тонна водород перекиҫӗ туса кӑларма тытӑнасшӑн.
Сӑмах май, унччен водород перекиҫӗн 60 процентне ют ҫӗршывран кӳрсе килнӗ. Ҫак предприятие хута яни пирӗн ҫӗршыва ку шӗвекпе тивӗҫтерме май туса памалла.