Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Кӗҫех Чӑваш Ене пӗрремӗш хӗрарӑм космонавт Валентина Терешкова килмелле. Кун пирки РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.
Валентина Владимировна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑла ҫитсе килӗ. Анатолий Аксаковпа вӗсем Андриян Николаев музейне реконструкцилесси пирки калаҫнӑ.
Валентина Терешкова пирӗн ентешӗн Андриян Николаевӑн мӑшӑрӗ пулнӑ. Вӗсем 1963-1982 ҫулсенче пӗрле пурӑннӑ. Валентина Терешкова 1963 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗнче космоса пӗччен вӗҫнӗ. Унта вӑл 2 талӑк та 22 сехет те 50 минут пулнӑ, Ҫӗр тавра 48 хут ҫаврӑннӑ.
Вулакан // 6564.9.9679
2023.07.25 16:07 | |
Терешковӑн ним тума та килмелле мар.Вӑл пирӗн юратнӑ Андриян ятне асӑннине астумастӑп.Тахҫанах маннӑ вӑл ӑна. | |
Agabazar // 3326.17.7413
2023.07.31 12:33 | |
Килтĕр. Анчах та хăйне еплерех кăтартать вĕт... Ку вара Терешковăран çеç мар, вырăнти çынсенчен те килет... | |
