Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче — 10 миллион куҫарнӑ сӑмах

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 26.03.2022 13:58 | 766 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ черетлӗ ҫитӗнӳ турӗ — куҫарнӑ сӑмахсен йышӗ 10 миллионран иртрӗ. Тепӗр май каласан чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсенче 10 миллион ытла вырӑсла сӑмах халь.

Аса илтеретпӗр: мӑшӑрсен йышӗ 1 миллиона пӗлтӗр, юпа уйӑхӗнче ҫитрӗ. Ун хыҫҫӑн эпир канса илме шутларӑмӑр. Ытлашши канман-ха: малтанхи пек хӗрӳ ӗҫлемерӗмӗр кӑна. Хамӑр плана ҫулталӑк вӗҫӗччен пурнӑҫланӑ май тепӗр план та тунӑччӗ — куҫарнӑ сӑмахсен йышне 10 миллиона ҫитерме. Хӳрӗ ӗҫлесен пурнӑҫланӑ та пулӑттӑмӑр та, анчах канас терӗмӗр ҫав. Ҫулталӑка ҫапла май 9,8 миллион куҫарнӑ сӑмахпа кӑна вӗҫлерӗмӗр. 200 пин ытларах сӑмаха пухма вара пире 3 уйӑх кирлӗ пулчӗ... Ҫавах та ку виҫӗ уйӑхра эпир хамӑр чӗлхе корпусне ытларах енӗпе тӗрлӗрен материалпа пуянлатма тӑрӑшрӑмӑр. Тӗрлӗ енлӗ текстсемпе.

10 миллион сӑмах урлӑ каҫнӑ хыҫҫӑн эпир хамӑр «Атӑл. Тӑлмач» куҫаруҫӑна лайӑхрах вӗрентес шухӑшлӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл халӗ те 673 пин мӑшӑрпа ҫеҫ усӑ курать. Паянхи кун пирӗн 1 082 пин мӑшӑр пуррине шута илсен унӑн куҫару пахалӑхӗ татах та ӳсмелле.

Ку ҫитӗнӳ хыҫҫӑн «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи» малалла та пуянланса пырӗ. Ҫывӑх плансенче Александр Гринӑн 5 томлӑ ҫырнисен пуххине мӑшӑрласа кӗртесси тӑрать. Ҫӑвӑн пекех Аркадий Гайдарӑн «Шкул» повеҫӗпе ӗҫлетпӗр.

#ЧЧЛ, #чӑваш чӗлхи, #сайтсем, #ҫитӗнӳсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://corpus.chv.su/a/statistic
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем