Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Пирӗн 1 миллион ытла чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗ!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.10.2021 11:24 | 1600 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ ӗнер чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен шутне 1 миллионтан ирттерчӗ. Ҫапла май ҫулталӑк хушшинче тума палӑртнӑ плана пурнӑҫларӗ теме пулать. Паллах, ӗҫ ҫакӑнпа вӗҫленмӗ — мӑшӑрсене пухасси малалла тӑсӑлӗ.

1 миллион мӑшӑр — пӗр-пӗр чӗлхе валли хӑй тӗллӗн куҫаруҫӑ хатӗрленӗ чухне ӑна пахалӑхлӑ тума, тӗрӗсрех каласан, усӑ курма май паракан виҫе. Яндекс.Тӑлмача мӗнле те пулин чӗлхене кӗртес тесен шӑп ҫӑвӑн чухлӗ мӑшӑр хатӗрлесе пама ыйтаҫҫӗ те. Нумай-и вӑл? Сахал мар. 1 миллион пухма пире 3 ҫул кирлӗ пулчӗ. Ҫак вӑхӑт хушшинче эпир кану е уяв кунӗ пулнине пӑхмасӑр ӗҫлерӗмӗр (ҫапла иккӗн мӑшӑрласа кашни кун 1 пин ытла мӑшӑр туса пытӑмӑр). Пурӗ 200 ытла кӗнеке мӑшӑрларӑмӑр. Текст тӗрӗслекенсене 700 пин ытла тенкӗ тӳлерӗмӗр, унсӑр пуҫне хамӑр укҫапах сервера ҫӗнетрӗмӗр, мӑшӑрланӑ чухне сиксе тухнӑ тӑкаксене саплаштартӑмӑр (сӑмахран, хӑш-пӗр кӗнекесене туянма тиврӗ).

Ытларах пая тӑвакансем ҫаксем пулчӗҫ: Аҫтахар Плотниковпа Александр Антонов (мӑшӑрлакансем), Светлана Трофимовӑпа Алина Иванова (текста тӗрӗслекенсем). Пулӑшакансем ыттисем те пулчӗҫ. Сӑмахран пысӑк тав сӑмахне Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнчи Ольга Тимофеевӑпа вулавӑшӑн «Чӑваш кӗнеки» пай ертӳҫине Соловьева Галина Павловӑна калас килет. Вӗсем эпир ыйтнӑ кӗнекесене питӗ хӑвӑрт тупса пама пулӑшрӗҫ, пирӗн кашни ыйтӑва тивӗҫтерес тесе тӑрӑшрӗҫ.

1 миллион мӑшӑр ҫителӗклӗ пулин те чаплӑ куҫаруҫӑ хатӗрлеме сахалтарах. Сӑмах май, 1 миллиона эпир тахҫанах хатӗрленӗччӗ ӗнтӗ: ытти тӗрлӗ ҫӑлкуҫсенчен пухнӑ материалта 150 пине яхӑн мӑшӑр пур теме пулать. Кунта ӗнтӗ «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» кӗртме йывӑр текстсем кӗреҫҫӗ: сӑмахран, учрежденисен чӑвашла тата вырӑсла ячӗсем, программӑсен интерфейс куҫарӑвӗсем тата ытти ҫавнашкаллисем. Ҫавӑн пекех тӗнче тетелӗнче те чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсене сахал мар тупкаласа. Алӑра миллион мӑшӑр пурри (эпир алӑпа тӗрӗслесе хатӗрленипе вӗсене пахалӑхлӑ теме пулать) вӑл пирӗн чӗлхешӗн тӗрлӗ сервиссенче «алӑксене уҫас» ӗҫе ҫӑмӑллатӗ. Ҫавах та мӑшӑрсене пухас ӗҫе эпир пӑрахмӑпӑр, вӗсен пахалӑхне ӳстерес тесе малалла ӗҫлӗпӗр. Миллиона эпир ытларах енӗпе вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ хайлавсемпе ҫитрӗмӗр пулсан, ҫавӑн пекех чӑвашларан вырӑсла куҫарнисемпе пуянлатсан пӑсмӗ. Унсӑр пуҫне эпир ытларах иртнӗ ӗмӗр варринче усӑ курнӑ чӗлхепе ӗҫлерӗмӗр (вӑл вӑхӑтра тӳре-шара паянхи пек тӑван чӗлхе ҫине вилӗ япала ҫине пӑхнӑ пек пӑхман!), ҫавна май хальхи чӗлхене те кӗртмеллех. 1 миллион вӑл — пуҫламӑшӗ кӑна. Чаплӑ куҫаруҫӑ хатӗрлеме 5 млн, 20–30 млн кирлӗ.

Тепӗр хут: ҫак ӗҫе тума пулӑшнӑ кашни ҫынна тав сӑмахӗ калатпӑр! Эсир пулӑшни тарама каймарӗ — миллионлӑ чикӗне ҫитрӗмӗр кӑна мар, иртрӗмӗр те! Пурне те пысӑк тав!

#чӑваш чӗлхи, #ЧЧЛ, #сайтсем, #ҫитӗнӳсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://corpus.chv.su/a/statistic
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

2021.10.15 11:26
Аçтахар Плотников
Кӗске хыпарта пӗтӗмпех каласа пама йывӑр, ҫавна мая паян-ыран ятарлӑ статья тухӗ.
Анатоль // 3723.40.5954
2021.10.15 14:40
Плотников Куляна ҫыратӑп. Ҫак ӗҫе тума сана Турӑ пулӑштӑр. Эпӗр мӗнле пулӑшма пултарасси , сан сӗнӳсенчен килеть. Халлӗхе пирӗнтень ҫирӗплӗӗ хавхалану иль . Шан эпӗр санпа яланах .

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем