Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Ҫыравҫӑ пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 07.12.2021 19:11 | 1414 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре
Валентин Макаров. suvargazeta.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Валентин Макаров. suvargazeta.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«Каллех ҫухату, каллех ҫыравҫӑ...», — пӗлтернӗ Тутарстанри «Сувар» хаҫат асӑннӑ республикӑри Ҫӗпрел районӗнчи Алешкин-Саплӑк ялӗнче пурӑнакан хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ Валентин Макаров пурнӑҫран уйрӑлса кайни ҫинчен.

Валентин Макаров 1941 ҫулта Ҫӗпрел районӗнчи Алешкин-Саплӑк ялӗнче ҫуралнӑ. Тракторист-машиниста вӗренсе тухнӑ, колхозра та ӗҫленӗ, ялти клубра заведующи те, шкулта учительте те, ҫав вӑхӑтрах таврапӗлӳ енӗпе те кӑсӑкланнӑ.

«Пӗтӗм тӗнчери историе пӗлнипе кӑна мар, хамӑр тӑван ҫӗршыв ҫинчен пӗлни хаклӑ тупра. Ачасене хамӑр таврана вӗрентме тӑрӑшмалла», — тесе шухӑшланӑ Валентин Фёдрович.

Вӑл — «Пирӗн тӑрӑхпа Алешкин-Саплӑк ялӗн аваллӑхӗ», «Жизнь, отданная авиации» кӗнекесен авторӗ.

#ҫыравҫӑсем, #ҫухатусем, #Тутарстан, #Ҫӗпрел районӗ, #Алешкин-Саплӑк

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3467.27.4021
2021.12.07 19:23
Agabazar
Чăваш Википедийĕнче «Элешке Саплăк» тенĕ. Вырăнти çынсем вара нимĕнле эпитетсăр-палăртавсăр «Саплăк» теççĕ.

Валентин Макаров пирки вара «писсаччĕл» мар, таврапĕлÿçĕ, вĕрентÿ ĕçлевçи (пĕр вăхăт Саплăк шкулĕн директорĕнче те тăнă) тесен тĕрĕсрех.

Çÿлти патшалăхра пултăр
Agabazar // 3467.27.4021
2021.12.07 20:01
Agabazar
Макаров, В. Ф. Жизнь, отданная авиации : [о Петре Васильевиче Дементьеве] / Валентин Макаров. - Чебоксары : Новое Время, 2020. - 108, [1] с. : ил., портр., табл., фот. ; 20 см. - Библиогр.: с. 108. - 150 экз. - [2020-0777]

Ăçта тупса вулама пулать çак кĕнекене? Тен «Сум» Интернет-лавккара пур?
Agabazar // 3467.27.4021
2021.12.07 20:15
Agabazar
Макаров, В. Ф. Помни и чти свои корни : [рекомендации по составлению родословной] / Валентин Макаров ; [автор предисловия Евгений Турхан]. - Чебоксары : Новое Время, 2020. - 151, [1] с. : портр., ил., схем., табл. ; 20 см. - Библиогр.: с. 151. - Генеалогические термины: с. 104-133. - 100 экз. - [2020-0779]
Станьял // 5363.6.7128
2021.12.07 20:33
javascript:insertTags('%D3%91','','');ТИмлё таврапёлӳҫӗччё.Эпё унӑн В. ДИМИТРИЕВ профессора халалланӑ "По следам болгар, сувар и чувашей" (2013) кёнекине пысӑка хуратӑп.
Тӑпру ҫӑмӑл пултар!
Agabazar // 3467.27.4021
2021.12.07 22:13
Agabazar
Пётр Васильевич Дементьев генерал-полковник-инженер, икĕ хут Социаализмла Ĕç Геройĕ, 20 çул хушши СССР авиапромне ертсе пынăскер, чăнах та чăваш пулнă. Ку тĕлĕшпе ним чухлĕ те иккĕленмелле мар.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем