Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑваш халӑх сайчӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа 16 ҫул ҫитрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.09.2021 11:22 | 1323 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Паян, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Пӗлтӗрхи пек ҫавра ҫул мар-ха ӗнтӗ, ҫавах та «Чӑваш халӑх сайчӗ» кун ҫути курнӑранпа 16 ҫул ҫитрӗ.

Черетлӗ ҫул пысӑк улшӑнусемпе палӑрмарӗ. Нимӗнле ҫӗнӗлӗх те ҫук. Ҫӗнӗлӗх мар, ҫухатусем пур темелле. Калӑпӑр, пӗлтӗр вырӑсла хыпарсене ҫырма эпир ятарлӑ ҫынна тытса тӑраттӑмӑр пулсан, кӑҫал, укҫа-тенкӗ ҫитсе пыманран, вырӑсла версине хыпарсемпе тултаракан ятарлӑ ҫын ҫук.

Ҫак сӑлтавсем эпир паянхи кун хамӑр вӑя ытларах енӗпе Чӑваш чӗлхи лабораторине янипе ҫыхӑннӑ. Чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен йышне 1 миллиона ҫитерме тӗллев лартнӑччӗ те кӑҫал вӑл плана пурнӑҫласа ҫитересшӗн. Нумаях та юлмарӗ ӗнтӗ — тата 50 пин тӑвасси ҫеҫ юлчӗ. Юрать-ха, ҫак ӗҫе туса пынӑ май кӑҫал «Литература кӗтесӗ» кӑшт пуянланчӗ — хайлавсем нумаях мар пулин те, ҫавах хушӑнчӗҫ.

Апла-и, капла-и — 16 ҫул ӗҫлени сахал вӑхӑт мар. Сайт хӑй еккипе ҫеҫ пынин сӑлтавӗ те ҫавӑнтах. Сайт аталанмасть тесен те йӑнӑш пулӗ — кӗрекенсен йышӗ ӳссех пырать. Ҫуллахи вӑхӑтра та вулакансен йышӗ кӑҫал талӑкра 300 ҫынран чакмарӗ. Кӗр кунӗсем ҫитнӗ хыҫҫӑн вӗсем пирӗн нумайланаҫҫӗ — 400–500 таран ҫитеҫҫӗ (хӑш-пӗр кун ку кӑтарту 700 урлӑ та иртет). Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра эпир хӑш чухне чӑвашла версине кӗрекенсем вырӑслинчен те ытларах пулнине сӑнатпӑр.

Чӑваш халӑх сайтне черетлӗ ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе саламлатпӑр! Пӗр вырӑнта тӑрас тапхӑр вӗҫленессе шанатпӑр, хӑйӗн кӑтартӑвӗсене татах та ӳстерессе ӗненсе тӑратпӑр! Ӑнӑҫупа ҫитӗнӳсем сунатпӑр!

Хушса калани. Чӑваш халӑх сайтне ҫӗнӗ варкӑш кӗртмелле те, анчах питӗ шел, ҫав варкӑша кӗртес шухӑшлисем ҫук. Сайтӑн тӗп редакторӗ улшӑнмалли пирки тахҫанах сӑмах хускатнӑ пулин те, ку тивӗҫе хӑй ҫине илме хатӗр ҫын тупӑнаймарӗ. Ҫавах шанчӑка ҫухатман, вӑл ҫынна кӗтетпӗр.

Хушса калани 2. Чӑваш халӑх сайтне укҫа-тенкӗ енчен пулӑшу кӳрес текенсем тӗп редакторӑн телефон номерӗпе куҫарма пултараҫҫӗ: +79050276137. Сбербанк карточки: 4276 7500 2767 1261.

#чӑвашлӑх, #сайтсем, #саламсем, #МИХсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем