Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Яндекс.Куҫарушӑн чӑннипех хӗпӗртемелле

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Л. Атлай 07.02.2021 09:10 | 4142 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

Аван-и!!!

Пит кӗскен

Яндекс.Куҫарушӑн кама-кама та тав туса пӗтерейменни те халӗ те тӗплӗн пӗлейместӗп! Яндексра ку енӗпе те пит конкретлӑ ӗҫ-пулӑм пулса пынишӗн чӑннипех хӗпӗртемелле. Шухӑшӑма ҫирӗплетме пӗр кӗске текст кӑна илсе кӑтартатӑп. Чи малтан — яндекс чӑвашла куҫарни пулӗ (чарӑну паллисене те ҫаплах, тӗкӗнмесӗр хӑварнӑ унта), малалла ҫав текстӑн — вырӑсла оригиналӗ, кайран — хамӑр кӑштах юсанӑ вариант.

Пуйӑс купинче пӗр ватӑ раввин пырать. Ҫӳлти ҫӳлӗк ҫине ҫамрӑк ҫын вырнаҫрӗ. Ҫывӑрма выртсан ыйтать:

-. Миҫе сехет иккенне каламастӑр-и эсир?

Раввин пӗр сӑмах каламасӑрах стена еннелле ҫаврӑнса ҫывӑрса каять.

Ирхине поезд Харьков патне пырать. Пассажирсем иккӗшӗ те тухма хатӗрленеҫҫӗ. Раввин хӑйӗн сехечӗ ҫине пӑхать те калать::

-. Ҫамрӑк ҫын, эсир миҫемӗш сехет ҫинчен ыйтрӑр. Ҫапла, халӗ вуннӑмӗш ҫурри.

- Мӗнех вара. эсир ӗнер чӗнмерӗр-и?

-. Куратӑр-и, эпӗ сире ответ панӑ пулсан, эсир эпӗ ӑҫта каяссине ыйтнӑ пулӑттӑр. Эпӗ Харьковра тесе каланӑ пулӑттӑм. Эсир те Харьковӑна каятӑр, тенӗ пулӑттӑр. Ҫӗр каҫма та вырӑн ҫук сирӗн. Эпӗ, ырӑ ҫын пулнӑ май, сире хам пата чӗнӗттӗм. Манӑн хӗр пур. Эсир ӑна илӗртнӗ пулӑттӑр, вара сирӗн ӑна качча илмелле пулнӑ пулӗччӗ.

- Ну, мӗнех вара ку?

Эпӗ вара: мӗншӗн-ха мана сехетсӗр кӗрӳшӗ? - тесе шухӑшласа илтӗм.

Яндекс ҫапла хӑйӗн миллионшар сӑмахлӑ алтӑрне чӳхентерсе-шыраса тӗрӗсех, пурне те ӑнланмалла текст калӑплать.

Малалла вырӑсла пичетленнӗ оригинал-варианчӗ:

В купе поезда едет пожилой раввин. На верхней полке устроился молодой человек. Ложась спать, он спрашивает:

-. Вы не скажите, который час?

Раввин, не говоря ни слова, поворачивается к стене и засыпает.

Утром поезд подходит к Харькову. Оба пассажира готовятся к выходу. Раввин смотрит на свои часы и говорит:

-. Молодой человек, вы спрашивали, который час. Так вот, сейчас половина десятого.

- Что же. вы вчера промолчали?

-. Видите ли, если бы я вам ответил, вы бы спросили, куда я еду. Я бы ответил, что в Харьков. Вы бы сказали, что тоже едете в Харьков. И что вам негде переночевать. Я, как добрый человек, пригласил бы вас к себе. А у меня дочь на выданье. Вы бы ее наверняка соблазнили, и вам пришлось бы на ней жениться.

- Ну, и что же из этого ?

Вот я и подумал : зачем мне зять без часов?

Халӗ тата кӑштах эпир юсанӑ-тӗрӗсленӗ чӑвашла иккӗмӗш вариант. Хӑш-пӗр чӑваш интеллигенчӗ тӳрлеткеленисене йышӑнмасан та пултарать. Анчах та хамӑрӑн чӗре варринче йӗрмӗшекен чӑваш чӗлхи, текст ҫӑмӑлраххӑн вулантӑр тесессӗн, ҫапла тумах хистет пулӗ. Кунта нимӗнле иккӗлле калани-куҫарни те ҫук.

Пуйӑсри купере пӗр ватӑ раввин ларса пырать. Ҫӳлти ҫӳлӗк ҫине ҫамрӑк ҫын вырнаҫать. Ҫывӑрма выртас умӗн вӑл ҫапларах ыйтать:

- Халӗ мӗн вӑхӑт (е Миҫе сехет?)? Калаймастӑр-ши эсир?

Раввин пӗр сӑмах каламасӑрах стена еннелле ҫаврӑнса выртать те ҫывӑрса каять.

Ирхине поезд Харькова ҫитсе чарӑнать. Хайхи пассажирсем иккӗшӗ те тухма хатӗрленеҫҫӗ. Раввин хӑйӗн сехечӗ ҫине пӑхса илет те ҫапларах калать:

- Ҫамрӑк ҫыннӑм, эсир вӑхӑт миҫе сехет пулнине ыйтнӑччӗ. Ҫапла, халӗ вун(ӑ) сехет ҫурӑ.

- Мӗншӗн вара эсир ӗнер нимӗн те чӗнмерӗр?

- Пӗлетӗр-и, эпӗ сире ӗнер ответ панӑ пулсассӑн, эсир эпӗ ӑҫта каяссине ыйтнӑ пулӑттӑр. Эпӗ Харькова, - тесе каланӑ пулӑттӑм. Эсир те Харьковах каятӑр, - тенӗ пулӑттӑр. Тата манӑн ҫӗр каҫма та вырӑн ҫук тенӗ пулӑттӑр эсир. Эпӗ хам, ырӑ ҫын пулнӑ май, сире пирӗн пата чӗннӗ пулӑттӑм. Манӑн хӗр пур. Эсир ӑна илӗртнӗ пулӑттӑр, вара сирӗн ӑна качча илмелле пулнӑ пулӗччӗ.

- Ну, мӗнех вара?

Эпӗ вара, кирлех-ши мана сехетсӗр кӗрӳ? - тесе шухӑшласа илнӗ пулӑттӑм.

Хушса калани. Чӑваш ҫырулӑхӗ аталанма пуҫланӑранпа 150 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленеҫҫӗ халӗ.

Акӑ, каллех, фейсбукран паян ятарласа илнӗ текста яндексра чӑвашла куҫарнине лартатӑп: «Кӑҫал эпир чӑваш ҫырулӑхне тума 150 ҫул ҫитнине паллӑ тӑватпӑр. Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш ҫырулӑхне халалласа аталантарассипе ҫыхӑннӑ анлӑ кӗнеке экспозицийӗ уҫӑлӗ. Февралӗн 3-мӗшӗнче библиотека директорӗ Роза Лизакова ертсе пынипе выставка проектне пурнӑҫлас енӗпе йӗркелӳ комитечӗн канашлӑвӗ иртрӗ. Курав планне сӳтсе явнӑ чухне Олег Улангин художник, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн наука ӗҫченӗсем Алевтина Долгова тата Юрий Гусаров, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗсем Юрий Виноградовпа Анна Егорова хутшӑнчӗҫ. Канашлура нумайччен сӳтсе яврӗҫ, выставка ятне уҫӑлнӑ ыйту тӑрса юлчӗ.

- Хаклӑ туссем! Сире пӗрле ӗҫлеме чӗнетпӗр тата сирӗнтен интереслӗ те ҫутӑ сӗнӳсем кӗтетпӗр. Чӑваш ҫырулӑхне туса пӗтернӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалланӑ курава эсир мӗнле каланӑ пулӑттӑр? https://www.facebook.com/

Чунтанах чӑваш чӗлхишӗн ӑнтӑлакансемшӗн питӗ кирлӗ информаци пулчӗ ку. Вӗсем хӑйсен шухӑшӗсене комментарисем туса пӗлтереҫҫех пулӗ тетӗп.

Ҫавӑнпа пӗрлех, маларах пуҫланӑ ыйтӑва тӑсса, интернетри чӑваш ҫырулӑхӗ епле аталанма пуҫланине тата халӗ вӑл мӗнла шайра пулса пынине, хӑш-пӗрисемсӗр пуҫне, пӗлсех каймастпӑр. Мӗнлерех маттур пулнӑ-ха, тен, кӑштах пуҫтахрах та, ӑс-туйӑмлӑ чӑваш ачисем! Ку енӗпе халӗ те тӑрӑшсах ӗҫлесе пыракан Николай Плотникова асӑнмасӑр епле те иртӗн-ха. Халӗ тата темле санкци-манкци вӑхӑтӗнче пурӑннӑ май, хамӑрӑн пуласлӑх ассӑн сывлаттарать. Тӳр чунлӑн пӗлсе ӗҫлесе пыракансене хамӑрӑн патшалӑх та пулӑшмалла, паллах. Пирӗн шутпа, ҫак ӗҫе куллен туса пыракансем валли — Н.А. Плотников, З.А. Яковлева тата ыт. те (малти пурнӑҫ чӑнлӑхӗ — пулас перепиҫ умӗн пушшех те!!!) ятарлӑ хушупа каланӑ ятарлӑ стипенди пулмаллах. Пӑхӑр-ха, Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн ҫамрӑксем валли уйрӑм пултарулӑх туртӑмӗшӗн стипенди пур. Интернетра чӑвашла тӗллевлӗн тата ӑҫ-хакӑла куллен вӑратмалла ӗҫлесе пыракансене хавхалантармаллах, ялан курмасӑр тенӗ пек иртсе кайса тӑлламаллах мар вӗсене те!!!

 

Л. Атлай

 

Редакцирен. «Яндекс.Тӑлмачӑн» куҫару пахалӑхне, паллах, лайӑх тесе хак пама пулать. Ҫапах та «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» хатӗрлекен куҫаруҫӑн ӗҫӗ пирки те каласа хӑварас пулать. Хӑй тӗллӗн куҫаракан ҫав тӑлмач http://translate.chv.su адреспа вырнаҫнӑ. Танлаштарса кӑтартас тӗллевпе эпир вӑл мӗнле куҫарнине те илсе кӑтартатпӑр:

Пуйӑс купинче ватӑрах раввин пырать. Ҫӳлти ҫӳлӗк ҫинче ҫамрӑк ҫын вырнаҫнӑ. Ҫывӑрма выртнӑ чухне вӑл ҫапла ыйтать:

—. Эсир калӑр - ха, хӑш сехет?

Раввин пӗр сӑмах каламасӑрах стена еннелле ҫаврӑнать те ҫывӑрса каять.

Ирхине пуйӑс Харьков патне пырать. Иккӗшӗ те пассажирсем тухма хатӗрленеҫҫӗ. Раввин хӑйӗн сехечӗ ҫине пӑхать те калать:

—. Ҫамрӑк ҫыннӑм, эсир хӑш сехетре тесе ыйтрӑр. Акӑ халӗ вуннӑмӗш ҫурри.

— Мӗн, эсир ӗнер шарламарӑр - им?

— Куратӑр - и, эпӗ сире хуравланӑ пулсан, эсир эпӗ ӑҫта каяссине ыйтса пӗлӗттӗр. Эпӗ Харькова каяссине хуравланӑ пулӑттӑм, эсир те Харькова каятӑр, тесе каланӑ пулӑттӑрччӗ, сирӗн ҫӗр каҫма та вырӑн ҫук, эпӗ сире хам пата ырӑ ҫын пек чӗнӗттӗм, манӑн хӗре хам патӑмра панӑ пулӑттӑм, эсир ӑна илӗртнӗ пулӑттӑрччӗ, сире качча илме тиветчӗ.

— Ну, мӗнех вара ку?

Ҫавӑнпа шутларӑм та: мӗншӗн - ха манӑн пӗр сехетсӗр кӗрӳ?

Тӳрех ку куҫару япӑхрах тесе хак пама ан шутлӑр. Хальхи вӑхӑтра моделе ҫӗнетес тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Унсӑрӑн пуҫне, паллах, Яндексри ӑстасен опычӗ те самай пысӑкрах. Анчах «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн» хастарӗсем те ытлах кая юлса пымаҫӗ. Чи пахи вара: танлаштарсан ку вариантра Яндекс.Тӑлмачран лайӑхрах вырӑнсем пуррине курма пултаратӑр. Апла-тӑк, иккӗшпе усӑ курса тата та аванрах куҫару тума май пур.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#хаклавсем, #куҫару, #чӑвашлӑх, #Яндекс, #чӑваш чӗлхи

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2853.94.9195
2021.02.07 11:04
Agabazar
«Чăваш çырулăхĕ» мар, «Яковлев çырулăхĕ» темелле.
Вулакан // 3787.77.4408
2021.02.07 20:26
Ҫапла. Асанне "О" "Ӑ" вырӑнне каланине илткеленеччӗ часах. Анатрисене те Яковлев пӑтраштарчӗ шкул туса. Эпир мӑнуксем ҫеҫ тӗрӗсле литературӑпа "калаҫакан" чӑвашсем
Вулакан // 3787.77.4408
2021.02.07 21:02
Ҫав акӑлчанран, китайран чӗлхе элеменчӗсем ҫукки пӗтереть. Кама кирлӗ усӑ курать. Яковлев не зря говорил " Два языка - это два ума". Я думаю речь идет продвинутых возможностях построения речи и мышления, которое ставит Эгоизм на 1-е место, продвинутые возможности построения времен, которое позволило бы породить людей которые умеют планировать на чувашском языке также как англичане. По этой части язык усечен. Он неполноценен для интеллигенции. Возможно некоторые лингвисты меня поймут.
Это одна из причин почему чуваш отстает. Потому что программа, операционная система усеченная, облегченная для деревни и села....
Мы целый Век потеряли и Кучу поколений и так и не поняли в чем проблема языка..... В его синтаксической узости, урезанности, сложности изучения... И тут даже дело не в словарном запасе
Даже операционная система постоянно дорабатывается, языки программирования дорабатываются. А чувашский язык стоит уже 150 лет на одном месте и не развивается
Agabazar // 2357.99.7776
2021.02.07 22:32
Agabazar
Чăваш çырулăхĕ 150 çулта çеç тени — тĕрĕс мар.
2021.02.08 14:20
Аçтахар Плотников
«Ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхӗ» теме йышӑнчӗҫ пулас. //паян унта пултӑм (хатӗрленӳ комитетӗнче)
Agabazar // 3776.66.5761
2021.02.08 15:43
Agabazar
Çĕнĕ чăваш çырулăхĕ тесе тахçанах калаççĕ.

Çĕнĕ чăваш çырулăхĕ умĕн Кивĕ чăваш çырулăхĕ пулнă.

Кивĕ чăваш çырулăхĕпе Рожанский, Талиев, Алмазов, Элпидин, Базилевич, Спиридон Михайлов, Виктор Вишневский тата ыттисем те çырнă.

Яковлевпа çырулăхĕпе юнашар Золотницкий çрулăхĕ те тăнă. Ăна та Кивĕ чăваш çырулăхĕпе пăтраштармалла мар.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем