Чӑвашлӑх
![]() «Ҫамрӑксене тӗрлеме вӗрентмеллех», – тет Раиса Васильева, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн халӑх пултарулӑх кафедрин ертӳҫи. «Несӗлӗмӗрсем ӗмӗртен-ӗмӗре упраса пынӑ ӗҫе, пин-пин ҫул урлӑ каҫса пирӗн пата ҫитнӗ тӗрре-ҫӗвве пӗтме парас марччӗ. Ҫамрӑк ӑру ҫак ӑсталӑха вӗренсе юлаймасан айӑпӗ хамӑртах пулӗ», – тесе шухӑшлать вӑл. «Чӑваш тӗрри 63 тӗрлӗ ҫӗвӗрен тӑрать. Кашнин хӑйӗн ячӗ, тӗрлемелли вырӑнӗ пур. Урӑхла каласан, чӑваш тӑррин «азбуки», «букварӗ» тата «грамматики» пур. Ку вӑл чӑваш халӑхӗн иксӗлми ӑс-хакӑлне кӑтартать. Асамлӑ ҫӗвӗ-эрешре «70 тӗрлӗ ӑс, 60 тӗслӗ ҫип» тенӗ. Вӗсене вулама пӗлнӗ. Шурӑ тӗс — ҫутӑ кун, таса сывлӑш, чун тасалӑхӗ, сывлӑх. Хура тӗс — пархатарлӑ ҫӗр тӗсӗ, хура халӑх, халӑх вӑйӗ. Хӗрлӗ тӗс — юн, пурнӑҫ, тӑванлӑх. Сарӑ тӗс — хӗвел, ҫӑлтӑрсем, савӑнӑҫ, телей. Симӗс тӗс — ҫутҫанталӑк, пурнӑҫ, ҫамрӑклӑх, ӳсӗм. Кӑвак тӗс – тӳпе, пӗлӗт, асамат кӗперӗ», – тӑван халӑхӑмӑрӑн пуянлӑхӗпе мӑнаҫланса паллаштарать Раиса Васильева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |