Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчере: Германири хулара Горбачева халалласа палӑк вырнаҫтарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 04.10.2020 13:05 | 1352 хут пӑхнӑ
Тӗнчере
Горбачева халалласа лартнӑ палӑк
Горбачева халалласа лартнӑ палӑк

Тухӑҫ Германири Дессау-Рослау (Саксони-Анхальт, Берлинпа Лейпциг хушшинче вырнаҫнӑ) хула влаҫӗсем СССР президенчӗн Михаил Горбачевӑн тулли кӳлепеллӗ палӑкне уҫнӑ. ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ГДРпа ФРГ пӗрлешнӗренпе 30 ҫул ҫитнӗ ятпа вырнаҫтарнӑ — ҫак пулӑмра Горбачевӑн тӳпи пысӑк.

Дессау обер-бургомистрӗ Петер Курас палӑка уҫнӑ май, ӑна «хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗнче ҫӗнетӳпе уҫҫӑнлӑх валли майсем тунӑ, вӗсене пулах 1989 ҫулта мирлӗ пӑлхавӑр ирттерме, 1990 ҫулта Германи халӑхне пӗрлештерме май туса панӑ политика асра тытса» хатӗрлени пирки каланӑ.

Паянтан пуҫласа палӑк ратуша тӳремӗнче тӑрать. Монумента Бернд Гебель кӳлепеҫӗ ӑсталанӑ, укҫи-тенкине хула ҫыннисем пухнӑ. Унччен Германире СССР пӗрремӗш президенчӗн бюстне вырнаҫтарнӑ. Ӑна Берлинра «пӗрлешӗвӗн ашшӗсемпе», Джордж Буш-Аслипе Гельмут Коль бюсчӗсемпе, юнашар лартнӑ.

Дессау-Рослура Горбачев пӗрре те пулман, анчах та ҫакӑ хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Ханс-Георг Оттохшӑн шухӑша пурнӑҫлама чӑрмантарман. «Унсӑр мирлӗ революци те Германи пӗрлешесси те пулмӗччӗ», — тенӗ экс-бургомистр.

#палӑксем, #Германи, #Дессау-Рослау, #тӗнчере, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимӗр Акташ // 2426.64.2000
2020.10.04 18:50
Тивӗҫлӗ ҫыннӑн тивӗҫлӗ палӑк!
Фомин // 1484.93.3620
2020.10.05 08:06
Горбачев ытла та ырхан пек куранать. Палак лартаканни ана палламан пулмалла.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем