Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗнче пурӑнакансем Канаша автобус ҫӳременнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Ҫак ыйтӑва вӗсем Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне ҫырса янӑ. Ҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Олег Алексеевич патне вӗсем унччен те шӑрҫаланӑ. «Икӗ уйӑха яхӑн иртрӗ. Маршрут уҫӑлмарӗ», – пӑшӑрханаҫҫӗ ҫӗнӗ выҫлисем.
Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ял ҫыннисен Канаша такси е уйрӑм ҫынсен машинисене тытса кайса килме тивет.
Олег Николаев хуравланӑ тӑрӑх, «Канаш–Ҫӗнӗ Выҫли» маршрутпа пассажирсене турттаракана палӑртма республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви конкурс ирттернӗ, анчах унта хутшӑнакан тупӑнман. Юпа уйӑхӗнче конкурса ҫӗнӗрен йӗркелеме палӑртаҫҫӗ.