«Тӗнче тата общество тӗпрен улшӑнать», — терӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑри усламҫӑсене професси уявӗпе саламланӑ май. Чӑн та, кӑшӑлвирус предпринимательсене ӗҫлеме кӑна мар, професси уявне палӑртассинеи те витӗм кӳчӗ. Ӑна вӗсем онлайн-мелпе палӑртрӗҫ. Уяв самантне Олег Николаевӑн «Контактра» страницинче https://vk.com/olegnikolaev21 тата НТРК телеэфирӗнче курма май килчӗ. Вӑл 15 сехетре пуҫланчӗ.
Видеоконференцие предприятисемпе организацисен ертӳҫисем, ӗҫ пӗрлӗхӗсен, предприниматель пӗрлӗхӗн, бизнеспа вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен пайтаҫисем хутшӑнчӗҫ. Усламҫӑсен кунне пирӗн ҫӗршывра 2007 ҫултанпа палӑртаҫҫӗ. Ун пирки Раҫҫей Президенчӗн хушӑвӗпе йышӑннӑ.