Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Катикассинче халӗ те шыв та, газ та, шыв та ҫук

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 05.05.2020 07:36 | 1240 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

«2013 ҫулта Муркаш районӗнчи Катикасси ялӗ ҫывӑхӗнче нумай ачаллӑ ҫемьесем валли 535 ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Анчах унта халӗ те газ, шыв, электричество ҫук», — ҫак хыпара Чӑваш халӑх сайчӗ 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗнчех хыпарланӑччӗ. Унтанпа икӗ ҫул ытла иртсен те лару-тӑру ырӑ енне ылмашман. Ҫак темӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче хускатакан ыйтусемпе епле ӗҫлемелли пирки районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ видеоканашлура хускатнӑ.

«Виҫҫӗмӗш ача ҫуралсан пирӗн ҫемьене Муркаш районӗнчи Катикассинче пӳрт хӑпартма 2014 ҫулта ҫӗр уйӑрса пачӗҫ. Анчах никам та ним те тумасть, мӗншӗн тесен шыв та, газ та, ҫутӑ та ҫук. Шупашкарта пурӑнакан ҫӗршер ҫемьене таса уйра ҫӗр панӑ», — тесе ҫырнӑ халӑх ушкӑнӗнче.

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, ҫав ыйтӑва татма 3,5 млрд таран укҫа кирлӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫемьесен 70 проценчӗ пӳрт тӑваймассине палӑртнӑ вӑл.

Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев муниципалитет ялсене комплекслӑ аталантармалли программӑна хутшӑннине пӗлтернӗ. Ҫавна май газ, ҫутӑ, шыв кӗртме виҫӗ проект хатӗрлес шухӑшлине пӗлтернӗ.

Чӑваш Ен ертӳҫи Олег Николаев ун пек ыйтусене муркашсем патшалӑх программисене усӑ курса татма тӑрӑшнине ырланӑ. Ҫӗр панӑ чух ҫемьесенчен хӑшӗсем ҫурт тума палӑртнине ыйтса пӗлмелле тесе шухӑшлать Олег Николаев. Тепӗр май вӑл — нумай ачаллисене ҫӗре ялсенчи пушӑ вырӑнсенче уйӑрса пани.

#Катикасси, #Муркаш районӗ, #Элтепер, #канашлусем, #ҫӗр, #ҫемьесем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем