Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑпласшӑн. Вӑл ҫынна ырӑ тума хӑтланса ята кӗнӗ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе тата 292-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтерсе суда ярса панӑ ӗнтӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пуҫлӑх хӑйӗн пӗлӗшне хуҫалӑх кӗнекинчен хут ҫырса панӑ. Унта вӑл пӗлӗшӗн Тушмашар ялӗнче 0,16 гектар ҫӗр пуррине кӑтартнӑ. Ҫав хута тӗпе хурса лешӗ ҫӗре Росреестрта регистрациленӗ.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнипе ҫыхӑннӑ кӑлтӑка РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисемпе Ҫӗрпӳ районӗнчи прокуратура ӗҫченӗсем асӑрханӑ.