Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӗлтерӳ: Агрегат савучӗн керменӗнче Самар чӑвашӗн Андрей Емельяновӑн концерчӗ иртӗ

Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Аçтахар Плотников 12.03.2019 11:06 | 1668 хут пӑхнӑ
Пӗлтерӳ

Кӗҫнерникун, пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарти Агрегат савучӗн культура керменӗнче чӑваш эстрадин черетлӗ концерчӗ иртмелле — хӑйсен пултарулӑхӗпе Андрей Емельяновпа Лариса Воронова паллаштарӗҫ. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра.

Концертра ҫавӑн пекех ытти чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем те пулӗҫ: Александр Ильин, Надежда Юрпи, Сергей Петров, Сергей Королевский тата ыттисем.

Андрей Емельянов — Самар тӑрӑхӗнчи чӑваш. Вӑл Самар облаҫӗнчи Чалпуҫ районне кӗрекен Лашман ялӗнче ҫуралнӑ. Мӗн ачаран юрлать — ашшӗ-амӑшӗ пурнӑҫне юрӑ-кӗвӗпе ҫыхӑнтарнӑ: амӑшӗ фольклор ушкӑнӗнче юрланӑ, ашшӗ баян каланӑ. Андрей Емельянов «Кӗмӗл сасӑ» конкурсӑн лауреачӗ пулнине те асӑнса хӑварас пулать. Ку ята вӑл 2006 ҫулта тивӗҫнӗ.

Унӑн паллӑрах юррисем: «Эп вӗрентӗм халӑхран», «Тутӑр кӗтесси», «Вӑхӑт шӑвать», «Юхать юханшыв», «Эх, чӑвашӑм» тата ыттисем.

Билет туянас кӑмӑл пулсан 8-919-665-44-45 тата 8-937-955-89-47 номерсемпе шӑнкӑравлама пултаратӑр.

#концертсем, #пултарулӑх, #Самар облаҫӗ, #Лашман, #Чалпуҫ районӗ, #Агрегат савучӗн КК

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3182.40.3595
2019.03.12 14:29
Agabazar
Чалпуç мар, Чаллăпуç темелле.
Agabazar // 3182.40.3595
2019.03.12 14:29
Agabazar
Чалпуç мар, Чаллăпуç темелле.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем