Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӗлтерӳ: Чӑваш халӑх сайчӗ икӗ ҫӗнӗ укҫа конверчӗ кӑларчӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 28.01.2019 13:54 | 1689 хут пӑхнӑ
Пӗлтерӳ

«Чӑваш халӑх сайчӗ» шухӑшӗпе паянхи кун чӑваш чӗлхи пурнӑҫ анлӑшӗн кашни кӗтесӗнче пулмалла. Саккунсем чӑвашла пичетленмелле, вӗсене хӑйсене те чӑвашла алӑ пусса ҫирӗплетмелле, таварсен этикеткисем чӑвашланмалла, спорт ӑмӑртӑвӗсенче пирӗн тӑван чӗлхерен пӑрӑнмалла мар, тата ытти те. Ҫакна тӗпе хурса эпир хамӑрӑн май пур таран тӗрлӗ япаласене чӑвашлатма тӑрӑшатпӑр. Вӗсенчен пӗри вӑл — чӑвашла укҫа конверчӗ кӑларасси.

Шӑп та ҫавӑн пирки сӑмах пырӗ те — нумай пулмасть эпир черетлӗ икӗ укҫа конверчӗ пичетлесе кӑлартӑмӑр. Пӗри — универсаллӑ «Саламлатпӑр», тепри — ҫӗнӗ пӳрт ӗҫкине кайсан саламламалли.

Икӗ укҫа конвертӗнче те эсир чӑвашла сӑвӑсем тупма пултаратӑр. Кашнинче икшер сӑвӑ вырнаҫтарнӑ. Авторӗсем: Владимир Андреев, Альбина Юрату тата Лариса Петрова. Дизайнне Аҫтахар Плотников йӗркеленӗ.

Ку ҫӗнӗ укҫа конверчӗсене те, малтанхисене пекех, «СУМ» интернет-лавккара туянма пултаратӑр. «Саламлатпӑр» ятли те, «Ҫӗнӗ пӳрт ӗҫки ячӗпе» ятли та — 37 тенкӗ тӑраҫҫӗ. Унсӑр пуҫне укҫа конверчӗсене эсир кӗнеке лавккисенче тата уйрӑм ҫынсем урлӑ туянма пултаратӑр.

#суту-илӳ, #чӑваш чӗлхи, #укҫа конверчӗсем, #парнесем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3843.70.6163
2019.01.28 14:45
Agabazar
Мĕншĕн укçа çеç? Конвертпа укçа хумасăр та усă курма пулать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем