Амӑшӗн кунӗ тӗлне «Чӑваш Ен» ПТРК Комсомольски районӗнче пурӑнакан тӗлӗнмелле хӗрарӑм пирки сюжет ӳкернӗ. Гельсайран Хабибрахманова 10 тӑлӑха амӑшӗн ӑшшине парнеленӗ.
44 ҫул каялла Хабибрахмановсен ҫемйинче пысӑк инкек килнӗ: амӑшӗ вилнӗ. 10 ача тӑлӑха юлнӑ. Асли Исмагил ун чухне ҫарта пулнӑ, кӗҫӗнни Фанис – ҫур ҫулта. Вырӑнти мечӗт имамӗ Рифкат Хабибрахманов ҫав тапхӑра ассӑн сывласа аса илет. Унӑн пиччӗшӗн арӑмӗ вилнӗ-ҫке-ха. Имамӑн арӑмӗ пӗчӗк Фаниса кӑкӑр ҫитернӗ. Тӑванӗсем пӗрле пуҫтарӑннӑ та тӑлӑха юлнӑ ачасемшӗн Гельсайран ҫеҫ амӑшӗ пулма пултарассине ҫирӗплетсе каланӑ. Анчах хӗрарӑм ҫак утӑма тӳрех туман, тӗплӗн шухӑшланӑ.
Амӑшӗ вилсен мӗнпур ӗҫ аслӑ хӗрӗ Фирдеус ҫине тиеннӗ. Вӑл ун чухне 12-ре кӑна пулнӑ. «Эпӗ Гельсайрана аттене качча тухма хам ыйтаттӑм. Вӑл килӗшсен чун пӗрре ыратрӗ, тепре савӑнчӗ», - иртнине ҫапла аса илет Фирдеус. Ҫав вӑхӑталла Гельсайран хӑй те упӑшкинчен тӑлӑха юлнӑ, хӑйӗн ача пулман. Вӑл пӗр кунра нумай ачаллӑ амӑшӗ пулса тӑнӑ.