Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Пӗрне сум — теприсене мӑшкӑл

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 23.09.2011 02:35 | 1174 хут пӑхнӑ

Чӑваш Енри Ҫӗнӗ Шупашкар хули ҫак кунсенче тепӗр мемориал хӑмипе пуянланчӗ. Ӑна Раҫҫей ҫарӗн пӗртен-пӗр хӗрарӑм-генералне, тӗнчери пӗрремӗш хӗрарӑм-космонавта, Совет Союзӗн Геройне Валентина Терешковӑна халалланӑ. Аса илтерер, Валентина Владимировна Восток-6 караппа космоса 1963 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗнче вӗҫнӗ. Виҫӗ талӑка яхӑн тӑсӑлнӑ унӑн вӗҫевӗ.

Валентина Терешкова Чӑваш Еншӗн ют ҫын мар, вӑл — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ял кинӗ. Урӑхла каласан, ентешӗн летчик-космонавтӑн Андриян Григорьевич Николаевӑн мӑшӑрӗ. Ҫӑлтӑрлӑ ҫемье 1963 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗнче чӑмӑртаннӑ. Шел те, нумая тӑсӑлман вӗсен телейӗ, хӗрӗ Елена ҫуралсан ҫемье саланнӑ.

Валентина Терешковӑна Ҫӗнӗ Шупашкар унччен те сума сунӑ-ха, хула депутачӗсен канашӗн Ӗҫтӑвкомӗн йышӑнӑвӗпе пӗр урама унӑн ятне панӑ, 1967 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче вара ҫак урамӑн пӗрремӗш ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми те вырнаҫтарнӑ.

Кӑҫал авӑнӑн 5-мӗшӗнче асӑну хӑмине мемориал хӑмипе улӑштарчӗҫ. Церемоние хула пуҫлӑхӗ — Ҫӗнӗ Шупашкар хулин депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ Олег Матвеев, ЧР Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика, сывлӑх сыхлав тата спорт комитечӗн председателӗ Ольга Зайцева, хула пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусем енӗпе ҫумӗ Владимир Матвеев, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Васильев, Ҫӗнӗ Шупашкар хулин депутачӗ Сергей Михеев, «6№АТП» АУОн тӗп директорӗ Андрей Семенов, шкул ачисем, общественность представителӗсем, хула ҫыннисем хутшӑннӑ.

— Мемориал хӑмине уҫса эпир ҫак паттӑр хӗрарӑм Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫе чыслӑн пурнӑҫланине палӑртасшӑн. Пулас ӑру хамӑрӑн космонавтсен паттӑрлӑхӗсене манманни пирӗншӗн ҫав тери пӗлтерӗшлӗ, — тенӗ хула пуҫлӑхӗ Олег Матвеев мемориал хӑмине уҫнӑ май.

Космонавтсене чыс туни, вӗсен паттӑрлӑхне ҫамрӑк ӑрӑва манма паманни чӑнах та ырӑ ӗҫ. Анчах ҫав ҫамрӑк ӑрӑвах чӑваш чӗлхине те сума сума вӗрентсен лайӑхчӗ. Мӗн тесен те Ҫӗнӗ Шупашкар Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен виҫ утӑмра кӑна вырнаҫнӑ. Эппин, хуть унта та пулсан урам, лавкка ячӗсене тӗрӗс ҫырмалла пек те... Терешковӑн паттӑрлӑхне палӑртса вырнаҫтарнӑ мемориал хӑмипе юнашарах урам ятне орфографи йӑнӑшӗпе ҫырса ҫапни те акӑ хулана пӗрре те илем кӳмест. Ҫӗнӗ Шупашкар пуҫлӑхӗсенчен хӑшӗ те пулсан ҫак йӑнӑша асӑрхарӗ-ши?

#Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Шуршӑл, #Ҫӗнӗ Шупашкар

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/4057.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем