Вӑрмар районӗнчи Ҫӗнӗ Кинчер ялӗнчи шкула оптимизацилеме пултараҫҫӗ. Ҫак вырӑнти халӑха питех те пӑшӑрхантарать.
Шкула 1882 ҫултах хута янӑ. Унта халӗ 35 ача вӗренет. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче шкул директорӗ Алевтина Смирнова пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кун хыҫҫӑн вӗренӳ управленийӗнчен шкула хупма пултарни пирки хыпар ҫитнӗ.
Анчах халӑх кунпа килӗшесшӗн мар. Нумаях пулмасть ял 748 ҫул тултарнине паллӑ тума Чӑваш халӑх ӳнерҫи Леонид Павлов, Юхма Мишши ҫыравҫӑ килнӗ. Сӑмах май, Юхма Мишши ял гимнне ҫырса панӑ. Вӑл халӑх умне тухса калаҫнӑ май шкула мӗншӗн хупма юраманнине ӑнлантарнӑ.
«Вӗрентекен пек калатӑп. 100 ҫынран сахалрах вӗренекен шкулта, 1000 ача ӑс пухаканнипе танлаштарсан, нумайрах пӗлӳ илме пулать. Ҫапах кунта урӑххи пӗлтерӗшлӗрех. Ҫӗнӗ Кинчер шкулӗ истори тӗлӗшӗнчен хаклӑ», - тенӗ Юхма Мишши.