Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Экономика: Маркасем ялтан тракторсӑр тухаймаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 06.04.2017 22:06 | 1798 хут пӑхнӑ
Экономика

Шупашкар районӗнчи пилӗк ялта пылчӑк ҫӑрӑлнӑ чухне машинӑсем тракторсӑр тухаймаҫҫӗ. «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсем ҫав вырӑнсене ҫитсе килнӗ.

Рудольф Матвеев автосервисра ӗҫлет. Шӑпах ҫак вӑхӑтра унта ӗҫ нумайланать-мӗн. Ара, ҫак ялсенчи водительсем ҫул япӑх пулнӑран бамперсене, кустӑрма дискӗсене сиенлетеҫҫӗ, двигатель хӗрсе каять. Трактор пулман-тӑк машинӑсем пылчӑкран ҫӑрӑлса тухаймӗччӗҫ.

Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, 25 ҫул каялла та ҫапла пулнӑ, халӗ те нимӗн те улшӑнман. Ҫатра Маркари Антоний Марков ҫынсем пульницӑна ҫитейменнине каланӑ. Анаткас Маркара пурӑнакан Алексей Шаров яла васкавлӑ медпулӑшу кӗрейменшӗн кӑмӑлсӑр. Хӑш чухне шкул автобусӗ те пылчӑкра кӗрсе ларать. Шупашкартан яла ҫитес тесен ҫынсен Ишекре анса юлма тивет, кайран утмалла. Виҫӗ ҫухрӑм — пылчӑклӑ ҫул.

ЧР Элтеперӗ кашни ял патне асфальт ҫитмелле тесе пӗлтерет. «Пирӗн ҫул 4 яла ҫыхӑнтарать. Эпир ҫакнашкал ҫулпа ҫӳретпӗр пулсан вырӑнти влаҫ Элтепер каланине шута хумасть», — тенӗ Анаткас Марка ялӗнчи Андрей Молодкин. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ку ҫул район балансӗ ҫинче пулнине пӗлтерет. Ишек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Максимов каланӑ тӑрӑх, ҫула юсамалли заявкӑна ЧР Ял хуҫалӑх министерствине янӑ. Ку ҫула «Ял территорине аталантарасси» федераци программипе килӗшӳллӗн тӑвасшӑн. Анчах ял ҫыннисем ку проект пирки пӗрре мар илтнӗ ӗнтӗ. Ҫула хӑҫан тӑвӗҫ? Халӑх ҫакна кӗтет.

#Ҫатра Марка, #Анаткас Марка, #ял пурнӑҫӗ, #Шупашкар районӗ, #ҫул-йӗр

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/?c=view&id=15469
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем