Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Студентсемпе аслӑ ӑру фольклор ыйтӑвӗсем пирки калаҫрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 24.09.2010 12:58 | 1589 хут пӑхнӑ

Авӑнӑн 20-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӗренекен кӗҫӗн курсри студентсем факультетра нумай ҫул хушши ӗҫленӗ преподавательсемпе, Г.Ф. Юмартпа тата Е.С. Сидорова фольклористсемпе тӗлпулу ирттерчӗҫ. Тӗлпулӑва йӗркеленӗ Г.Г. Ильина доцент вӗренекенсене малтанах хӑнасемпе паллаштарчӗ, чӑваш фольклористикин аталанӑвӗнче вӗсен пӗлтерӗшӗ пысӑк пулни ҫинчен каласа хӑварчӗ.

Е.С. Сидорова фольклора тӗпчес, пуҫтарас ӗҫпе 50 теҫетке енне ӗҫлет. Ӑна чӑваш халӑхӗн такмакӗсем, юмахӗсем, йӑла-йӗрки кӑсӑклантарать. Юрӑ жанрне юратнӑ пулин те вӑл йӑла юмахӗсене тӗпчесе диссертаци ӗҫӗ хӳтӗлет. Малашнехи тӗпчев ӗҫӗсенче фольклорпа ҫыруллӑ литература хушшинчи хутшӑнусене тишкерет.

Халӗ Е.С. Сидорова тивӗҫлӗ канура, Мускавра хӗрӗ патӗнче пурӑнать. Тӑван тӑрӑхран, халӑхран инҫерех пулин те, вӑл юратнӑ ӗҫе алӑран ямасть-ха. Кӑҫал ҫеҫ чӑваш поэзийӗн классикӗ К.В. Иванов юбилейӗ тӗлне Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи чӑвашсем хушшинче вӑл пуҫтарса хатӗрленӗ «Слакпуҫ ҫӑлкуҫӗсем» кӗнеке тухрӗ. Пичете тухма шанса тата темиҫе ал ҫыру хатӗр пулнине пӗлтерчӗ вӑл. Тунсӑх пуснӑ самантра фольклорист сӑвӑсем те ҫырать, вӗсенче тӑван ял сӑнарне ӳкерет.

Г.Ф. Юмарт та фольклор анинче нумай ҫул хушши ӗҫлет. Сахал мар статья, кӗнеке ҫырса кӑларнӑ. Вӑл тӑрӑшнипе паллӑ авторсен ҫырнисен пуххисем, халӑх сӑмахлӑхӗн 6 томлӑ пуххи тата ытти тӗпчев ӗҫӗсем пичетленнӗ. Фольклорти паттӑрлӑх халапӗсене, мифла юрӑсене унтан ытла пӗлекен ҫын та ҫук пулӗ.

Тӗлпулӑва хутшӑннисене паянхи фольклористика кун-ҫулӗ уйрӑмах кӑсӑклантарать. Халӑх сӑмахлӑхне пуҫтарманни, тӗпчеме пӑрахни, Шупашкарти тата Хусанти архив материалӗсене тӗпчеменни, халӑх умне кӑларманни…

Уяв аслӑ тӗпчевҫӗсем ҫамрӑксене тӑван халах сӑмахлӑхӗн пуянлaхне тӗпчеме, пуҫтарма, упрама пиллесе каланипе вӗҫленчӗ.

#Чӑваш патшалӑх университечӗ, #Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ, #тӗлпулусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем