Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Паспортри чӑвашла вкладыш пурнӑҫа кӗме пултарӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 20.10.2015 20:42 | 1914 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх ЧПГӐИ директорӗ Юрий Исаев тата Эльвира Булатова
ЧПГӐИ директорӗ Юрий Исаев тата Эльвира Булатова

Ӗнер иртнӗ Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн ларӑвӗнче тепӗр ыйтӑва та хускатнӑччӗ: чӑваш чӗлхипе хӑш хутсене кӑларса йӗркелесси пирки. Ку ӗҫпе тӳре-шара пуҫ ватни ҫинчен ларӑва ятарласа чӗннӗ Булатова Эльвира Александровна каласа пачӗ.

Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗпе ӗҫлекен сектор ӗҫтешӗ Раҫҫейри ытти республикӑсенче ку тӗлӗшпе саккунсем мӗнле пулнине паллаштарчӗ, пухӑннисенчен хӑш хута чӑвашла тума сӗнесси пирки ыйтрӗ. Комисси пайташӗсем вара ҫак хутсене чӑвашла тивӗҫтерме сӗнчӗҫ: ЗАГС паракан хутсене (ҫурални, мӑшӑрланни тата вилни ҫинчен пӗлтерекеннисене /вӗсемпе халӗ те тивӗҫтереҫҫӗ/), республикӑна пӑхӑнакан вӗренӳ учрежденийӗсем паракан вӗренӳ аттестачӗсене икӗ чӗлхепе. Паспортри чӑвашла вкладыша вара ҫын ыйтсан чӑвашла тивӗҫтерме сӗнчӗҫ.

Ларура вкладыш епле пулмалли пирки те сӑмахларӗҫ. Ӑна хӑй вӑхӑтӗнче тума та пуҫланӑ, анчах ларӑва хутшӑннӑ тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак ӗҫе вӗҫне ҫитереймен. Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫтешӗ Геннадий Дегтярёв ҫав вӑхӑтри хутсене ҫӗклесе вкладышӑн шаблонне тупса ӑна тӳре-шарасене тивӗҫтерме шантарчӗ. Сӑмах май, ун чухне вкладышри терминологине куҫарнӑ, Геннадий Анатольевич каласа панӑ тӑрӑх, хӑш-пӗрисемпе самай пуҫ ватма тивнӗ.

Ҫапла май чӑвашла вкладыша пурнӑҫа кӗртес ӗҫ пурнӑҫланасса шанма пулать.

#чӑваш чӗлхи комиссийӗ, #чӑваш чӗлхи, #ларусем, #тӳре-шара, #ЧПГӐИ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем