Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхин комиссийӗ хӑйӗн ларӑвӗнче тӑван чӗлхене хӳтӗлерӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 19.10.2015 21:16 | 1671 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи Ларура
Ларура

Паян Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ, унта пӗртен пӗр ыйтӑва — Чӑваш Республикин Чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна улшӑнусем кӗртессине сӳтсе яврӗҫ, усӑллӑ сӗнӳсем тӑратрӗҫ.

Ларӑва Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Юрий Исаев ертсе пычӗ. Чӗлхе комиссийӗн ларӑвне ятарласа чӗннипе Булатова Эльвира Александровна — Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗпе ӗҫлекен сектор ӗҫтешӗ — килнӗ, вӑл ҫак улшӑнусене мӗнле сӑлтавсене пула кӗртнине, мӗнле Федераллӑ саккунсем ҫине таяннине ӑнлантарса пачӗ.

Чи тавлаштаракан улшӑнусен шутне саккунри 10-мӗш статья кӗнӗрен ун пирки самай калаҫрӗҫ. Чӗлхе комиссийӗн йышне кӗрекенсем референдум-суйлав таврашӗнче чӑваш чӗлхине вырӑс чӗлхипе пӗр тан усӑ курмалли пирки сӗнчӗҫ. Улшӑнусенче вара пирӗн тӑван чӗлхепе май пулсан ҫеҫ усӑ курмалла ҫырса хунӑ. Яковлев Пётр Яковлевич калашле кунашкал йӗрке чӑваш чӗлхине суйлавра патшалӑх чӗлхинчен антарса тутар е ирҫе чӗлхисен шайне ҫитернипе пӗрех. Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен директорӗ вара ҫак статьяна урӑхларах ҫырма сӗнчӗ — суйлав-референдумсене икӗ патшалӑх чӗлхисемпе те ирттермелле тесе.

Ҫавӑн пекех пуҫлӑхсем патне янӑ ҫырусем ҫине хӑш чӗлхепе хуравласси пирки те самай калаҫрӗҫ. Улшӑнусем кӗртсен малалли йӗркепе чӑвашла ҫырусем ҫине вырӑсла (чӑвашла хуравлама май ҫук тесе сӑлтавласа) хуравлама пултарӗҫ. Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн пайташӗсем капла хӑварма юраманни пирки каларӗҫ.

Пур сӗнӳсемпе те Эльвира Александровна килӗшрӗ, вӗсене иккӗмӗш вулав валли хатӗрлесе ҫитерме шантарчӗ.

Аса илтеретпӗр, Чӑваш Республикин Чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна улшӑнусем ҫуллах кӗрме тытӑннӑ. Кӗркуннехи сессинче ҫак улшӑнусене пӗрремӗш вулавра пӑхса тухнӑ та ӗнтӗ. Чӗлхе комиссийӗн ларӑвӗнче унтанпа кӑшт ҫӗнетнӗ улшӑнусене сӳтсе яврӗҫ.

Эльвира Булатова ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин Чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна пурнӑҫланине тӗрӗслемелли саккуна хатӗрлени пирки чарӑнса тӑчӗ. Вӑл проекта та хатӗрлесе ҫитерсен Пӗрлехи чӑваш чӗлхи комиссийӗпе пӗрле сӳтсе явма шантарчӗ.

#референдумсем, #саккунсем, #чӑваш чӗлхи, #политика, #Патшалӑх канашӗ, #ЧПГӐИ, #чӑваш чӗлхи комиссийӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем