Чиркӳ


Чее Еххĕм


Вилес теекен карчăк вилеймен, тет. Сарă Еххĕм карчăк мар, вилмелле ĕнтĕ, çапах та тем чул вилес тесен те хăй ĕмĕрĕ тăршшĕнче пĕрре те вилсе курман. Паян кунчченех чĕрĕ пурăнать. Хăшпĕр чухне, çынсем курман вăхăтра, чĕрĕскер, сухалĕсене каçăрткаласа та илкелет. Тата нумайрах каçăртмалла та вăл сухалне, анчах унăн ачи-пăчисем çук пулнă-çке, арăмĕ те тахçанах уйрăлса кайса тупăка кĕрсе выртнă.

Арăмĕ кайса выртнă çăва (масар) çине иртнĕ раштав хьгççăн Еххĕм хăй те кайса выртатчĕ пулĕ те, анчах чĕри, сыв мар пулсассăн та, тапма пăрахасшăн пулманни чарса тăнă.

Вилмех выртнăччĕ ĕнтĕ вăл ун чухне. Шурă кĕпе-йĕм тăхăннăччĕ. Çуралнăранпах ырхан пулнă икĕ пичĕ хушшинчи сăмсине, Хусан тутарĕсем тунă пашне пек, каçăртса выртнăччĕ.

— О-ох, вилетĕп!.. Çылăхăмсене кăçарăр. Ĕçпе те, сăмахпа та, алă-урампа та çылăха кĕтĕм пулĕ сирĕн умра, — тетчĕ вăл пухăннă кӳршĕ çыннисене.

— Ху каçар, — тетчĕç хĕрарăмсем шывланса тăракан куçĕсене чышкăпа шăлса.

Хĕрарăмсем çеç пухăннăччĕ. Арçынсем хысна валли вăрман касмашкăн хатĕрленетчĕç пурте пикенсе. Арçынсенчен, никам çукран, Упрампа Раман çеç кĕрсе курчĕç вилме хатĕрленнĕ Еххĕм вилнине пĕлме.

Малалла

Нăрваш чирки çунни


Шавланă-кĕрленĕ

Чирĕк хĕлхемĕ,

Çулăмран тухнă тĕтĕм

Аяккалла кайнă сĕрĕм.

Нăрваш халăх

Тăлăх халăх

Пăхса тăрать,

Тĕлĕнет:

«Мĕнрен тухнă?» — теççĕ,

Никам та каламаççĕ.

Çапла халăх

Ним тумасăрах

Пăхса тăрса

Çунтарса янă

Чирĕке.