Цех


Çав кирлĕ-ха пуçлăха!


— Атьăр, тусăмсем, паян хамăрăн пуçлăха тăн кĕртетпĕр! — сĕнчĕ пĕррехинче пирĕнпе пĕр цехра тăрмашакан Антун кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче.

Çак вăтăр çула та çитмен хусах, хăмла шалчи пек икĕ метра яхăн ши! ӳснĕскер, Петĕр патшана аса илтерет.

— Мĕн-мĕн... Кама тăн кĕртетпĕр тетĕн? — куçне-пуçне чарса пăрахрĕ Юркка Антун çине кăнн! пăхса. Юркка Антунран пĕр чавса тăршшĕ кĕскерех пулсан та хулпуççи анлăшĕпе унран чыла-ай сарлакарах. Кире пуканĕ çĕклеме юратнăран ун çумне «Кире Пукан» хушма ят çыпăçтарнă.

— Хамăрăн пуçлăха тетĕп, клух-хуй! — тепĕр хутчен, анчах кăшкăрса калать Петĕр Патша. — Мĕн, Кире Пукан, эсĕ ирхине хăлхуна çума маннă-им? — витлесе илме те манмасть хăй.

Эпир, Антунпа Юрккасăр пуçне тепĕр сакăр çын, вăрăм сĕтел хушшинче апатланса ларакансем, пĕр-пĕрин çине ăнланмасăр пăхса илетпĕр. Ара, пуçлăх çине алă çĕклесе тимĕр решеткеллĕ çурта хупса лартаççĕ вĕт. Судăн пирĕнсĕр те ĕç нумай.

Халиччен пирĕн цехра лару-тăру йĕркеллехчĕ-ха. Продукци кăларасси ӳснĕ май шалу çулсерен хушăнатчĕ. Лайăх ĕçлекенсем преми те илкелетчĕç. Нумаях мар пулсан та, çавах — плюс. Арăм пĕлмен хушма укçа. Смена вĕçленнĕ хыççăн сăра ĕçмелĕх те пулин кĕсьере нухрат пур.

Малалла