Хĕл


Вăхăт иртет


Кĕркунне те çитрĕ, хĕл те çывхарать.

Майĕпен çулталăк вĕçленсех пырать.

Сăнӳкерчĕк евĕр куçăм умĕнче

Чунăма лăпкать-çке хăйне май тĕнче.

 

Пирĕн пурнăç хăй те вырăнта тăмасть,

Самантне пулин те хăварса памасть.

«Тин кăна ачаччĕ» — теççĕ амăшсем

Çитĕнсе çитсессĕн ывăлсем-хĕрсем.

 

Çулăсем саланнăн вăхăт та иртет:

Сарă çулçă ӳкрĕ — вăл часах пĕтет.

Пирĕн иртнĕ кун та тепĕр хут пулмасть,

Манăçми ачалăх, шел те, таврăнмасть.

«Тулта ытла та лăпкă хĕл тăрать...»


Тулта ытла та лăпкă хĕл тăрать.

Юр пĕрчисем декабрь вĕçĕнче

çĕрле

нихçанхинчен те лăпкăрах:

курмастăн вĕсене,

туятăн çех.

Туятăн пит çинче

е утнăçем

урусемпе сиретĕн вĕсене.

 

Туятăн: çĕне çул çывхарнăçем

юр кĕрчĕсем хуплаççĕ йĕрсене.

 

Туятăп: санăн юмахри сăнна,

тата пурнăçланман ĕмĕтсене

январь, ума килсе тухсассăнах,

яланлăхах манса кайма сĕнет.

 

Çук, яланах санпа пĕрле пулам,

тухам,

тата пур ĕмĕте те пурнăçлам!

Кĕр хыççăн, кĕт, сив хĕл килет...


Кĕр хыççăн, кĕт, сив хĕл килет

Хăй йĕркипе, хăй кĕввипе.

Пире çанталăк тĕрĕслет

Пĕр шăрăхпа, пĕр сивĕпе.

 

Хӳме пек çӳллĕ кĕрт лартма

Пултарĕ тăвăл çĕрĕпе.

Шатăртаттарĕ шартлама, —

Çӳçенмĕп, тĕнмĕп, чĕрĕп пек.

 

Чунра — хавал, хулра — вăй-хал,

Чĕре — вĕри, тĕллев — таса.

Хăлатланас та ак халь-халь

Вĕçсе каяс пек космоса.

 

Çанталăк тĕрĕслет пире, —

Ăс-туйăма тăрăлтарать.

Сăн-пит çуталнă çиçĕмре,

Хĕвел тасалăхĕ чунра.

Хĕле кĕтсе кунсем ыраççĕ...


Хĕле кĕтсе кунсем ыраççĕ,

Ирхинепе юр ӳккĕлет.

Шур хурăнсем сĕнксе лараççĕ,

Ыран-паян хĕл çитмелле,

 

Çил ачисем, ав, чуптараççĕ,

Йăтса чечен турисене.

Сивве кура çаплах тураççĕ

Хитре пулма хурăнсене.

«Тĕлĕнмелле илемлĕ шăплăх...»


Тĕлĕнмелле илемлĕ шăплăх

Çак каç хупларĕ тĕнчене.

Сив хĕл кăна утать ял тăрăх,

Çӳрет сапса шур мерченне.

 

Ним шеллемесĕр шурă мамăк

Вăл вĕçтерет йĕри-тавра.

Сив хĕл юрри ытла та савăк,

Илемлĕ çакă шăплăхра.