Тымар


Чĕрĕ тымарсем


Çĕре кĕни — çĕртех çĕрет.

Ку çĕнĕ мар. Кашни пĕлет.

Йĕркеллĕ пурте. Кирлĕ вăл та.

Куçран çухалтăр хăрăк-хăлтă.

Тĕнче тасалтăр йăх-яхран.

Ун вырăнне килет çĕнни —

Ятарласа кунçул чĕнни,

Тапать хăвачĕ ун шалтан.

 

Çакна эп курнă куçкĕрет.

Анчах пĕлмен эп халиччен те —

Хăрса ӳкни кăна çĕрет,

Чĕрри пурнать çĕр айĕнче те.

Шур тымарсем. Пин-пин тымар.

Чĕре пекех вĕсем тапаççĕ,

Тунасене сĕткен параççĕ.

Епле тырпул хунать патвар!

Туратланса, шăп аялтан

Вĕсем ӳсеççĕ вĕçе-вĕçĕн.

 

Пĕр ĕмĕт, пĕр тĕллев ялан —

Чĕр тымар пек пулинччĕ ĕçĕм.

Тĕп тымар


Пĕрне — çырли,

Пĕрне — чечекĕ мар-и?

Виççĕмĕшне

Çулçи тивет вара.

Анчах та эп пуласшăн

Тĕп тымарĕ.

Ун чух çырли те

Кĕрĕ çăвара,

Чун-чĕрене

Çулçи те уçăлтарĕ,

Çуркуннепе

Чечекĕ савăнтарĕ.