Тухтăр


Тухтăр патĕнче


Пăлтăрта çил улать, йынăшать, кил карти енчи кантăкă çиллессĕн юрпа сапать... Хĕреççи шурă тутăрне çамки çинех антарса лартнă та чĕркери ачине пăхса шăппăн ĕсĕклет. Ача, икĕ çултискер, эрне каялла çеç чăп-чăмăр пит-куçлă, пулă пек сиккелесе вылякан ачаччĕ. Халь акă вăл паллама çук пĕтсе кайнă. Çунса тăракан куçĕсем сӳннĕ пекех, куç хупаххине те çĕклеймест, сăн-пичĕ шуралнă, алли-урине лĕнчĕр янă, пуçĕ каялла каçăрăлса ларнă. Вăл маччасăр пуçне урăх ним те курмасть, месерле вырттарсан аяк çине çаврăнса ӳкет. «Мĕн туртса лартрĕ-ши мăйне?» — тет Хĕреççи куççульне тутăр вĕçĕпе шăлса. Унтан чăтаймасăр сасăпах ĕсĕклесе йĕрсе ярать, анчах, ачи вăранасран шикленсе, самантрах чарăнать. Шикленни ахалех: ача вăранмасть, вăл икĕ кун ĕнте шăл шурри те кăтартмасть.

— Эх, ытла хăрушă чирпе чирленĕ-çке ачу. Кăмăлпа йывăра ан ил те, çын пулайĕ-ши унран? — тет кӳршĕ арăмĕ. Лампа çути ачан шуранка пичĕ çине ӳкет, амăшĕ ачине марльăпа витет. Стена çинчи çехет вун иккĕ çапать.

— Эппин, тухтăр патне маларах каймалла пулнă...

— Ятăм, çийĕнчех ятăм та, тĕл пулайман-çке. Таçта, урăх яла илсе кайнă тет. Ара таçтан-таçтан та çӳреççĕ тет те ун патне. Паян таврăнмалла терĕç, тĕл пулаять-ха ашшĕ...

Малалла