Тĕнче


Вăран эс, çылăхлă тĕнче!


Тĕнче пĕтнĕнех туйăнать, —

Пĕлĕт хупларĕ тӳпене.

Инкек хăех вăл тупăнать, —

Пурнăçĕ кайрĕ •йĕпене».

 

Çăван çумăрĕ тăварлă, —

Пачах çухатрĕ тивĕçне.

Хĕртен хĕвелĕ каварлă, —

Ан хапсăнăр-ха «çимĕçне».

 

Çĕр чăмăрĕ аран-арăн

Хăй тĕнĕлĕпе çаврăнать.

Çĕр лаптăкĕ паян-ыран

Океан тĕпне таврăнать.

 

Сывлăш çитмест сывлама, —

Типет чĕрчун, çум курăкĕ...

Ирхине ӳкнĕ сывлăма

Ĕмсе илет çĕр çурăкĕ.

 

Вăран эс, çылăхлă тĕнче,

Çылăхлă чунна каçарттар!

Черет, ав, тамăк патĕнче,

Вырăнĕ юлмĕ унта та...

Алăксене уçсассăн


Уç алăксем çĕрле ялан хăрушшăн курăнаççĕ.

Тен, çавăнпах çынсем каçа алăксене хупаççĕ.

Çырлахтарман Турра çынсем ялан çырлахтăр теççĕ,

Инкек килсессĕн, чи малтан вăл иртессе кĕтеççĕ...

Тĕнче вылять, тĕнче кулать, тĕнче вилет ир-каçăн.

Тĕнче хăрушшăн курăнать алăксене уçсассăн.

Тĕнчере — тĕрлĕрен кĕнчеле


Тĕнчере чăннипех кĕнчеле тĕрлĕрен,

Пĕри лайăх арлать,

Тепри çăм çеç чăмлать.

Самана кăна мар, çыннисем тĕрлĕрен,

Кашни хăй пĕлнĕ пек тĕнчере пурăнать.

 

Пĕри, кур, хура çăкăр çисен те юрлать;

Теприне шурă çăкăр та пач тутлă мар,

Тарăхса ун пекки такама та варлать,

Ун пекки тĕнчене кӳрес çук пархатар.

 

Пĕр усалшăн мĕнпур тĕнчене вăрçар мар,

Тĕнчере ырă чунлă çынсем те пайтах.

Çут хĕвел çутипе куллен-кун савăнар,

Сив хĕл хыççăн килет çуркунне васкасах.

 

Тĕнчере чăннипех тĕрлĕрен кĕнчеле,

Ку вăл чăнлăх, каяймăн тарса чăнлăхран

Кам мĕнле чунлине кашни çын пĕлмелле,

Аякра тăмалла пирĕн пур усалран.

 

Кĕнчеле тĕрлĕрен чăннипех тĕнчере,

Пĕри лайăх арлать,

Тепри çăм çеç чăмлать.

Пĕр пек чунлă çынсен пулмалла пĕрлĕхре,

Ăраскал та ун чух кирлĕ пек ытамлать.

 

14.08.2008

«Куратăн-и, тĕнче епле асать?..»


Куратăн-и, тĕнче епле асать?

Илтетĕн-и, çилсем епле йĕреççĕ?

Сисетĕн-и, кун çывхарать, чĕреçĕм?

Çитет те кун, каятпăр уйрăлса,

яланлăха каятпăр, йыт çиесшĕ!

 

Çапах эп çав куна та ыр сунатăп.

Сана эп хыт саватăп, çут тĕнче.

Çурхи асамлă уйăх çутинче

садра пĕччен пушшех те хыт саватăп —

чун лăпланса пур хуйăх çĕтиччен.

 

Яш чух çеç мар, ялан çапла, ялан.

Çурхи çеç мар, кĕрхи тĕнче те ырă —

пылчăк çăрса-и, юр ашса-и пырăп,

пĕрех ятлаçмăп, кăмăл тулĕ ман,

малтан пĕтеслĕх мар, пĕтмеслĕх шырăп.

 

Пĕтмеслĕх вăл хĕвеллĕ юрату!

Юратура кăна пĕртен-пĕр çăлнăç.

Пĕртен-пĕр çăлнăç вăл, пĕлетпĕр, пурнăç.

Апла тăк тăшманна та ырă ту,

юрат ăна, кăвар чĕреллĕ юрăç!

 

Ун чухне çеç çап-çутă, тап-таса

чун пирĕн, çук асаплă кун чĕрешĕн.

Мĕнех — тăман асать, çилсем йĕреççĕ,

кун çывхарать... Каймастпăр уйрăлса,

кайсассăн та каймастпăр, йыт çиесшĕ...