Сăнар


Ӳкерӳ ăсти


Курни — сахал. Курнин пĕлтерĕшне,

хам туйнă пек, епле эп кăтартайăп?

Мĕнле йĕрсем эп кун валли тупайăп,

ăçтан илейĕп эпĕ вĕсене?

 

Эп тăвайман ӳкерчĕк — ман ăсра:

вăл сталактит пек ялтраса илет те,

курнать — Скопас вакханки пек... Чĕтрет те

сасартăк çухалать шухăшăмра.

 

Хĕрарăм пӳ-сине-и сĕмленсе

арçын пӳ-сийĕпе танлаштаратăп, —

пĕр пекскерсен уйрăмлăхне куратăп:

драмăпала трагеди пек вĕсем.

 

Асра эп самолетăн çунатне

куратăп: сивĕ çумăрăн тумламĕ

ялтрать пек ун çинче... Ун пек тăвам-и

ялти витре çинчи тумламсене!

 

Пăрланнă юр ӳкет хырсем çинчен, —

кĕрт ăшĕнчи йĕрри-суранĕ чĕрĕ! —

Ĕлккен курка, хуратнă кĕмĕл тĕрĕ

ялтрать пек — пĕр амантнă кĕртсенче.

 

Эй, тертĕм: сăнарласчĕ — сăнара!

Саккун пек ку — ăса сăнар кĕрсессĕн.

Тен, йыт йăли пек... — Вăл çыврас килсессĕн

çапла çаврăнкалать йăви тавра...