Пирус


Пушар


Эрех ĕçсе вăл килчĕ,

Алла пĕр пирус илчĕ.

Ункă-ункă кăларса,

Арçын кайрĕ çывăрса.

 

Пирус ӳкрĕ урайне,

Хыпса илчĕ кавирне.

Йывăç пӳрт çуна пуçлать,

Инкек-синкек кăларать.

 

Халăхĕ çакна курать,

«01» шăнкăравлать.

Кил хуçишĕн кулянса,

Çынсем кайрĕç хумханса.

 

Килчĕ пушар машини,

Çулăм тин чакрĕ хайхи.

Пысăк инкек те пулчĕ,

Арçын çĕре те кĕчĕ.

 

Хăйĕн айăпĕпеле,

Пĕтерчĕ çын, пурнăçне.

Асăрхануллă пулмасан

Тухать пушар

ăнсăртран.

Шутлатăп, шухăшлатăп...


Халь эп утмăл икĕ çулта. Ку тарана çитсе сывлăх пирки шухăшламанччĕ, иккĕленменччĕ. Таçтан муртан-çке ман карчăк «Здоровье» журнал тупса пынă та:

— Ме-ха, — тет, — çакна вула.

Кулкаласа карчăк çине пăхса илтĕм, вăл кăтартнă «Минус минуты и годы» статьяна вулама тытăнтăм.

Ак тамаша! Унта каланă тăрăх, çын кашни пирус е сигарет туртмассерен хăй ĕмĕрне пилĕк минут е унтан ытларах чакарать. Кĕскетет, эппин. Вăт япала-а!

Ĕнени-ĕненми тепĕр хут вуласа тухрăм та... тытăнтăм шутлама.

Каларăм-çке, эпĕ халь утмăл иккĕре тесе. Вуниккĕре табак туртма пуçланă. Апла пулсан шăпах аллă çул хушши ăша йӳçĕ тĕтĕм ярса тĕтĕретĕп.

Пастай-ха, пастай. Кунне эпĕ пĕр пачка туртса яратăп. Çулталăкра миçе кун-ха? Ă-хă, ă-хă, виççĕр утмăл пилĕк кун, тейĕпĕр, унтан мăшăр кунлă кунсем тата... Чим-ха, чим, калама çук кăсăк япала пулса тухать мар-и?

Шӳтшĕнех тесе хутпа кăранташ тытса лартăм. Ай, мекешлентĕм!..

Курăр-ха, курăр! Эпĕ, паян куна çитсе, 18262 пачка пирус туртса янă. Çирĕме хутласан 365240 пирус пулать вăл. Кашни пирусĕ хам пурнăçăн 5 минутне кĕскетнĕ пулсан... виççĕр утмăл пилĕк пин те икçĕр хĕрĕхе пиллĕке хутлатпăр та... 1826200 минут пулать е 30436 сехет, е 1268 кун, е 42 уйăх... Апла эпĕ пĕтĕмпе виçĕ çулталăк та уйăх таран хамăн пурнăçăма кĕскетнĕ. Ăт, тĕнче-е!

Малалла