Мода


Мода — вăл мода


Шăлсене сиплекен пулĕм. Пукан çине хитре хĕр хăпарса ларнă. Тухтăр аллисене пĕр-пĕринпе сăтăркаласа илсе ĕçе пикенет. Хĕр çăварĕ патне тухтăр хура коронка çывхартса пырсанах:

— Эсир мана хура шăлсем лартасшăн-им вара? — тесе нăйкăшса ячĕ.

— Ара, мĕнле тĕслĕ шăлсем лартмалли çинчен асăрхаттармарăр та... Акă сирĕнпе калаçса татăлнă пирки хучĕ те пур.

— Эпĕ... Эпĕ... Эсир хăвăрах пĕлетĕр пуль тесе.

— Нимĕн кала та пĕлместĕп. Эпир çак хут çинче мĕн çырнă тăрăх ĕçлетпĕр. Шăл техникĕ те мĕн кирлине веçех туса хатĕрленĕ. Материал мĕн чухлĕ пĕтернĕ тата?! Халь тин нимĕн тума та çук, — терĕ тухтăр хĕре тата ытларах «хăратса».

— Манăн хура шăлсемпех çӳремелле-и вара? Эпĕ çамрăк-ха, качча каяс шухăшăм та пур.

— Мĕн, Сире качча шăлăсене тĕрĕслесе илет-им савнă çыннăр? Ара, Эсир лаша мар вĕт. Апла пулсан вăл Сире юратмастех, — терĕ тухтăр кулкаласа.

Пĕр вăхăт хушши пӳлĕмре шăплăх хуçаланать.

— Юре, эпĕ ирĕксĕрлесех шăл лартмастăп. Тӳленĕ укçăра каялла илме пултаратăр. Тен, урăх тухтăр патне кайăр. Халĕ Ульяновскра кашни çуртрах шăл тухтăрĕсем ĕçлеççĕ. Хăвăрăн кăмăлăр, хăш тухтăрне ытларах шанатăр — çавна суйласа илме пултаратăр. Халĕ коммунистсем хуçаланнă вăхăтри пурнăç мар. Демократи!

Малалла