Хуткупăспа
Тăсса ятăм купăса.
Янратас килет такмак.
Тăрăшар сукмак туса
Аслă çул çине тухма.
Лар, савниçĕм, çумма лар.
Сассу уçă — юрра яр.
Юрри кайтăр инçенех
Хамăр пурнăç çинченех.
Итлĕр халĕ яшшисем,
Тăна кĕрĕр ваттисем:
Парăр ал çĕн пурнăçа.
Иртсе кайĕ пур нуша.
Ĕлĕк илĕртнĕ эрех,
Куллен ĕмнĕ укçана.
Вăл кӳрет инкек пире,
Хăвалар-и çавана.
Халь телейлĕ эпĕр те.
Ӳсĕм пур ял-хулара.
Савăн, тусăм, хĕпĕрте:
Трактор чупĕ уй тавра.
Краççын çути тĕп пулĕ,
Электрицă çутăлĕ.
Хресченсен те кунçулĕ
Малтан мала утăмлĕ.
Йăран çинчи купăсти
Ӳсет лайăх шăварсан.
Пурнаç пирĕн, çĕр ăстин
Ăнĕ, çĕн çулпа кайсан.
Колхоза сивленине,
Аслă тесе калас çук.
Кайран хыçĕç ĕнсине
Эпĕр савăнăç курнă чух.
Хурама Иванĕн ĕнепе гармонĕ
Пĕрре кравать çинче выртнă вăхăтра ĕне юрри-варри çиес килсе кайнă Хурама Иванĕн: сĕт, çу, чăкăт, уйран тата ытти те. Анчах ĕне çукки хуплать, качакапа нумаях çиеймĕн. Колхозникăн кун пек нуша çинчен те колхоз правленине пĕлтерме юрать, мĕншĕн тесен, пĕр колхозник килĕ те ĕнесĕр пулмалла мар, ĕне илме правленин пулăшмалла тенине илтнĕ çак Иван.
— Выртасси пуçу, кайса ыйтас-ха правленинчен пулăшу. Тен пулăшĕç ĕне илмешкĕн, — терĕ те тухса сирпĕнтерчĕ правленине
* * *
— Хурама Иванне ĕне илмешкĕн 15 пăт тырă парас, — терĕ правлени.
Ку хыпара илтсен нихăçан хĕпĕртемен хаваслăхпа хĕпĕртесе илчĕ Хурама. Нумая чăсмарĕ вăл хăйĕн ĕнесĕр пурнăçне, туянса та ячĕ.
Акă ĕнеллĕ пулчĕ колхозник Хурама Иванĕ, сĕт-çу çителĕклĕ, мĕншĕн тесен, пĕччен пĕр ĕне сăвать-çке-ха. Анчах йăлăхтарчĕ пулмалла Ивана ĕне юрри-варри, кăçал сутса ячĕ вăл ĕнине.
— Пуян пурнăçпа пурăнса куртăм, тата «культурăллă» пурăнса пăхасчĕ-ха, — терĕ вăл.
Ĕне укçипе «культурăллă» пурăнма кирлĕ хатĕрсем: гармонь, пальто, часы туянса ячĕ.
Пурăнмаллипех «культурăллă» пурăнать Хурама Иванĕ, анчах, кахал пирки юрри-варри текен япаласем çук.
Ах, пĕлесчĕ
Ах, пĕлесчĕ, мĕн çитмест-ши
Анаткасăн каччине?
Мĕншĕн тунсăхлăн çӳрет-ши
Купăспа вăл каçхине?
Ах, пĕлесчĕ, ма пăхать-ши
Вăрттăн пирĕн кантăкран?
Мĕншĕн купăс
макăрать-ши
Эп кĕрсессĕн вăйăран?
Ах, пĕлесчĕ, ма сикет-ши
Ман чĕрем çав кĕвĕрен?
Вăл пурне те
илĕртет-ши
Е мана çеç каçсерен?
Тупмалли
Сайта кĕр
Шырав
Çыравçăсем
- Çеçпĕл Мишши (26)
- Çемен Элкер (38)
- Александр Артемьев (12)
- Алексей Воробьев (160)
- Ваççа Аниççи (6)
- Валем Ахун (29)
- Геннадий Юмарт (90)
- Денис Гордеев (22)
- Иван Мучи (71)
- Илле Тăхти (81)
- Илле Тукташ (17)
- Илпек Микулайĕ (2)
- Константин Иванов (12)
- Куçма Турхан (3)
- Леонид Агаков (13)
- Любовь Мартьянова (186)
- Мария Ухсай (3)
- Митта Ваçлейĕ (21)
- Николай Теветкел (139)
- Николай Шупуççынни (21)
- Пайтул (9)
- Петĕр Хусанкай (41)
- Петĕр Ялгир (118)
- Светлана Асамат (24)
- Трубина Мархви (25)
- Хветĕр Уяр (4)
- Эмине (7)
- Юрий Скворцов (39)
- Юхма Мишши (240)
- Яков Ухсай (14)
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...