Критик


Критиклекен


Килте, арăм умĕнче

Вăл пурне те критиклет:

— Пирĕн организацинче

Путлĕ çын та çуккă, — тет.

 

Уншăн пуçлăх пит тӳрккес,

Çынсене ятлать ялан.

Ăшă сăмах илтмĕн эс

Нихăçан та вăл муртан.

 

— Заместителĕ тăмсай, —

Критик арăмне калать. —

А бухгалтерĕ пĕрмай

Кĕленче ăшне путать.

 

— Ырри пур-и ыттисен?

Мăй таран-çке кăлтăксем.

Пур-мĕн взятка илекен,

Пуçтахсем, эгоистсем...

 

Эпĕр çеç пĕр шавламасăр

Тĕрмешетпĕр кăткăлла.

Пурпĕр ят тивет вышкайсăр, —

Упăшка хĕрсе калать.

 

Çав çитменлĕхсем çинчен

Ун каласчĕ пухура.

Анчах вăл унта çитсен,

Çăварне уçма хăрать.

Автан


Ĕçе пĕлмен автан

Илтет пĕрре таçтан:

Критик пулас тесен,

Тиркеш пĕрмай чеен.

Кала эс автора:

«Ĕçӳ начар вара...»

Шиклентĕр вăл санран —

Хисеплĕ критикран.

«Камран ĕçе пуçлас?

Мухтавлă ят тупас?» —

Курать вăл Чĕкеçе,

Кулса калать çемçен:

— Тишкертĕм сан ĕçе,

Анчах шĕвек... пиçмен!

Чĕлхӳ шупка... начар,

Тупма çук пĕр сăнар!

Тарла-тарла ĕçле,

Васкавлăн ан вĕçле!

Унтан шăпчăкпалан

Сăмах пуçлать Автан:

— Юлташ, итле мана,

Асра тытсам çакна:

Ыр ят илтес тесен,

Юрла эс чĕререн.

Вĕрен-ха Куракран:

Юрлать вăл пит аван!

Хитре юрлать Тăри,

Ян-ян янрать юрри.

Çитсе тухать Автан,

Кулма пуçлать унтан:

— Ан тăрăлтат, айван,

Чăх та кулать санран.

Автан пек критикрен

Писателе сиен.