Концерт


Концерт мыскари


Кăçал пĕр мыскара куртăм. Çын каласан çын ĕненмелле мар.

Кĕркунне, ĕç-пуçа пуçтаркаласан, Шупашкара кайса килем-ха терĕм. Лартăм та кайрăм шĕкĕр хулана. Пасарта пултăм, пысăк лавккасенче çӳрерĕм, пысăк капмар çурт тĕлне çитсе тухрăм. Ку культура çурчĕ иккен. Чăваш эстрада çăлтăрĕсем хăйсен пултарулăхне тата ăсталăхне кăтартаççĕ кунта. Çурт умне пухăннă çынсем çапла каларĕç, çăлтăрсем терĕç. Эпĕ çăлтарсене питĕ юрататăп. Çăлтăрсем тӳпере çиçнĕ каçсенче пӳрте кĕрес те килмест. Пуçа каçăртатăп та сăнатăп вара вĕсем мĕнле йăлтăр-ялтăр çиçнине, куç хĕснине... Чăвашла юрă юрлакан эстрада артисчĕсем хăйсене çăлтăр тесе калаççĕ пулсан, пит чаплă пулмалла ĕнтĕ. Шупашкара килнĕ чухне мĕншĕн курса каяс мар çав çăлтăрсене? Тен, ĕмĕр асра тытса пурăнăп. Ăçта каймасть пĕр качака укçи. Кăлартăм та тыттартăм билет сутакана пилĕкçĕр тенкĕ укçа. Мана вара вăл пĕр пĕ-ĕ-ĕчĕк билет пачĕ. Кĕтĕм. Çынпа пĕрле салтăнтăм. Çынпа пĕрлех çемçе пукан çине кайса лартăм. Мана, кунĕпе утса çӳренĕ çынна, самай лайăх пулса кайрĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ, залри çутта сӳнтерчĕç, сцена çинчи пĕр-ик лампочкине вара сӳнтермерĕç. Хуçисем çуттине пит перекетлеççĕ пулмалла кунта.

Малалла