Йĕкел


Тӳпеттейлĕ йĕкел


Пурăнать юман çинче,

Тӳпеттей пур ун çинче.

— Ĕнтĕ, — терĕ ват юман, —

Сик те ан!

 

Хăй йĕкелĕн те çав шут:

Çулçă пулчĕ парашют.

Ялт! кăна тапса ярать —

Çĕр çине çитсе тăрать.

 

— Эпĕ кĕтнĕччĕ çакна! —

Терĕ Хир сысни ăна. —

Эс пăхмашкăн — яп-яка,

Ахăр — пылаках!

 

— Ан васка хаяр сунма,

Ан пулсам çаплах тискер.

Ирĕк пар юман пулма,

Çĕкленсе ӳсем чипер.

 

— Хырăм выçă! — тет Сысна. —

Эп çиетĕпех сана!

Ку йĕкелĕ, йăрăскер,

Пытанма шутланă:

Ялт! çеç сикнĕ хайхискер,

Çулçăпа хупланнă.

Хывнă та тӳпеттейне

Сăтăрнă вăл пит-куçне.

 

Акă унăн аллисем

Хыпаланă та çĕре —

Пулнă тăнă тымарсем,

Çирĕп шăнăрлă, кĕре.

Çĕр айне шала кайса

Ӳснĕ ларнă сарăлса.

Пĕр сысна таврашĕ те

Юмана кăклаймĕ тек.

Тӳпеттейлĕ йĕкел пур,

Калама та çук маттур!

Чăрăш йĕкелĕсем


Речĕпе, йĕркеллĕ,

Çӳллĕ туратран

Чăрăшăн йĕкелĕ

Усăнса тăрать —

 

Юмахри вут-кайăк

Вĕçнĕ аташса,

Ир çывхарнă майăн

Ларнă пытанса...

 

Ман сире татасчĕ,

Шăкăр йĕкелсем:

Сирĕнпе выляччăр

Кӳршĕ ачисем.

 

Пӳрт çаврăннăçемĕн

Манăттăм йăлтах:

Вĕçленмен поэма

Вырттăр сунтăхрах.

 

...Эсĕ пуррине те

Халь манасчĕ ман, —

Тĕлĕке кĕретĕн,

Пурнăçра — курман.

 

Пурнăçра — çӳренĕ

Иккĕн ик йĕрпе.

Çил анчах кĕрленĕ

Çул аяккипе.

 

Çил çӳрет çил витĕр —

Çĕкленет тусан:

Тăр пĕччен тени те

Пĕччен мар нихçан.

 

Ĕмĕртен — юлташлăх:

Уйăха — хĕвел,

Ачана — ачашлăх,

Чăрăша — йĕкел.

 

Анăçĕшĕн — Тухăç,

Кĕпере — сăвай,

Маншăн — сан яту çеç,

Рита... Рита-тай!..