Вĕрен


Киле таврăнни


Пурнăç — вăрăм вĕрен,

Тăршшĕ — ман ĕмĕре.

Явăнать, сӳтĕлет

Иккĕлле, виççĕлле.

Çухалассăм килмест

Çĕр çинчен, тĕнчерен:

Ман тăван килĕме

Пуснă халь вĕлтĕрен.

Ятăма çĕклеме,

Килĕме таврăнма,

Картишне тасатма

Тытрăм эпĕ кӳме.

Эй, çĕлен пек утсем!

Чуптарса, уттарса

Халь вĕçтерĕр вĕçсех,

Шăнкрава янратса.

Çитрĕм эп килĕме

Çĕр хута, çĕр çурса.

Ак тăрать вăл: хӳме,

Чӳрече... эх, курсам...

Нумай иртрĕç çулсем,

Нумай пулчĕç çулсем...

Тăван кил, тăван кил,

Аса ил, аса ил...

Пурнăç — вăрăм вĕрен,

Тăршшĕ — ман ĕмĕре.

Явăнать, сӳтĕлет

Иккĕлле, виççĕлле...