Вут лаша
Вĕсем сунара каясси çинчен шутланă, хĕллехи вăрмана курасса шаннă... Кам пĕлнĕ авалхи юмахсем, мифсем тата юмахри сăнарсем вĕсем умĕнче чĕрĕлессине, вăрман çав тери хăрушă, авалхи легендăсенчи пекех, пулассине... Çын çак чĕрчунсенчен пин хут айванрах... Анчах... Турра ĕненни этеме яланах пулăшнă...
* * *
Василий Владимирович Иванов хĕллехи хĕвел анăçĕпе киленсе тăнă. Анчах пуçĕнче унăн пачах урăхла шухăшсем пулнă. Сунар... Çакă халĕ Ваççана ытларах кăсăклантарнă. Унăн ăшĕнче сунарçă юнĕ чупнă! Аслашшĕн пăшалĕ те упранса юлнă-ха. Шăп та çак пăшалран вунă çулхи Ваçлей хăйĕн пĕрремĕш мулкачне персе лектернĕ. Халĕ юнашар вăрманта вăраннă упа çӳренине пĕлсенех, Василий Владимировичăн ăна тытас шухăш çуралчĕ. Çак ĕмĕте вăл сунарçă-юлташĕсене те пĕлтернĕ ĕнтĕ. Лешĕсем хирĕç пулмарĕç. Пуçтарăнса çак ыйтăва сӳтсе яврĕç. Тепĕр ик кунтан сунара кайма палăртса хучĕç.
* * *
Ваççана хĕвел шевли вăратрĕ. Урамра çав тери илемлĕ! Юр хĕвел çинче ялтăртатать, унсăр пуçне хаваслă кăсăясем те ĕмĕтлĕннине пурнăçлама кăмăл кĕртрĕç. «Сунара!» — шухăшларĕ Ваççа. Хăвăрт пуçтарăнса юлташĕсене хирĕç кайрĕ. Çак кун пирки вăл мĕн чухлĕ шухăшланă, ĕмĕтленнĕ!
Арçури аташтарни...
«Эх, çула ирхинех тухмаллаччĕ ĕнтĕ, ытлашши ыйхă çапман пулмасан капла йывăрлăха лекместĕмччех», — Исмет пуçĕнче сехет ытла ĕнтĕ çапларах шухăшсем явăнаççĕ. Хăйне епле кăна вăрçа пĕтермерĕ ĕнтĕ, çапах та усси пулмарĕ — çул çинчен самантлăха тенĕ пек пăрăнчĕ те каçхи вăрманта кĕтмен çĕртен аташса кайрĕ. Каçĕ те паян тата ытла тĕттĕм — йĕппе чиксен те куç курмасть. Туратсем те шеллемеççĕ: пит-куçа чăрмаласа пĕтерчĕç, йĕме те пĕр вырăнта саплăк лартмаллăх çурса ячĕç.
— Те арçури аташтарать, — хăй усал-тĕселтен хăрамасть пулин те пĕр-пĕр пăтăрмаха лекесрен самай шикленет. Ара, пĕрре мар халап илтнĕ-çке — унран та вăй питтирех арçынсем çухалнă, унран та ăстарах арсем пуçĕпех пĕтнĕ. Шиклентерет çав, самай çӳçентерет.
Юрать-ха вăрманĕнче йывăç-тĕм сайра ӳсет, пĕр-пĕр чăтлăх пулсан пуçĕпех пĕтĕччĕ ĕнтĕ. Анчах ку питех йăпатмасть (сахал савăнтарать) Исмете — çул çук, тавра тĕттĕмлĕхпе витĕннĕ. Вăрман хĕрринчи пĕр-пĕр ялта çуралса ӳснĕ пулсанах халь апла асапланмастчĕ ĕнтĕ, анчах мĕн тăван: ачалăхĕ унăн тинĕс хĕрринче иртнĕ, çамрăклăхĕ — хулара. Вăрман таврашне вара хутран-ситрен çеç леккеленĕ. Ют çав вăл кунта, сунарçăсен евĕр сисĕмлĕх унăн çук.
Атте каласа панисем
Арçури
Хам çамрăк чух эпĕ час-часах сунара (ухатана) çӳреттĕм. Вăрмăнĕ ун чух пирĕн питĕ пысăкчĕ: ялтан çур çухрăм каятăн та, сĕм вăрман пуçланать. Ун урлă каçма 60 çухрăм ытла — Пăрачкав патне çитичченех каять вăл. Тăршшĕ темиçе çĕр çухрăм та пулĕ — эпĕ ăна пĕлместĕп...
Пĕррехине, хура кĕркунне, мана инçетри вăрмантах сĕм тĕттĕм кăç пусса лартрĕ. Пĕчченскер, тĕттĕм вăрманта çĕр выртма çӳçентĕм. Ял енне хура вăрманти кукăр-макăр çинçе сукмакпалах васкаса утатăп. Тĕттĕм пирки куç курмасть те, лакăм-тĕкĕмсенче такăнкалатăн, хăш-пĕр çĕрте сукмакран аташса кайнисем те пулаççĕ.
Утатăп васкаса ансăр сукмакпа. Сасартăк таçта, питĕ инçе, хам хыçăмра вăрăммăн кăшкăрса янратнă сасă илтĕнчĕ. «Эх, шеремет! Такам сунарçи манран та хыçаларах юлнă иккен», — терĕм те эпĕ çакна паттăрлатас тесе ăна хирĕç хам та хыттăн кăшкăртăм... Эх, унччен те пулмарĕ, çав кăшкăрни ман паталла хăвăрт çывхарса-çывхарса пычĕ. Эпĕ шăпăрт пултăм. Ку çын мар иккен, арçури пулчĕ пулас тесе çӳç-пуçăм виреле тăрса кайрĕ. Хай арçури мана хуса çитрĕ: вăл пĕрре ман хыçра, тепре ман умра ӳхĕрешсе кăшкăрать. Хам та илтетĕп: таврара хăрăк йывăçсене шăтăрт-шатăрт хуçса, туратсене ватса çак арçури пĕрре ман умалла, тепре хыçалалла иртсе каять, ух! та ух!.. ух! та у-ху-хух! тесе кăшкăрать. Каярахпа вĕсем иккĕн пулчĕç. Иккĕрен пĕри — умран, тепри хыçран кăшкăрса пыраççĕ. Хам турра кĕл тăватăп, текех турă ятне асăнатăп, — анчах та ахалех! Вĕсем пур пĕр манран юлмаççĕ, турăран та хăрамаççĕ. Хăранипе тата васкаса утнипе хамăн пит-куçран шапăртатса тар юхать, пит-куçа текех çĕлĕкпе шăла-шăла пыратăп. Çан-çурăм та тарласа лăчах шыва ӳкрĕ. Аран уя тухрăм та, арçурисем кăшкăрашса каялла сĕм вăрман ăшнелле кĕрсе кайрĕç. Чылай утсан Йĕкĕс шывĕ хĕррине çитсе канма лартăм... Ларатăп канса. Çак самантра хыçал енчен такам хашăлтатса, тур çырлах! çырлах турă! тесе пыни илтĕнчĕ. Чĕнтĕм те хайхине — ку хамăр ялсемех, тепĕр сунарçă — Каскăн Йăванĕ пулнă иккен...
Асанне тусĕ
Эпĕ, улттăри ача, çуркунне асаннепе ял çумĕнчи вăрмана серте татма кайнăччĕ. Вăрманти юр тĕллĕн-тĕллĕн ирĕлсе пĕтменччĕ-ха. Анчах асанне асамçă тейĕн — юртан тасалнă пысăках мар çутă уçланка илсе çитерчĕ: серте вара кунта ятарласа йăран çине акнă пекех — пуçтар та пуçтар.
— Хĕрринчен пуçла татма, шала кĕрсе сиплĕ курăка ан тапта, — хушрĕ асанне. Эпĕ парка та сĕткенлĕ курăка татма пикентĕм. Ывăç тулсан ырă шăршăллă сертене пиччен шкула çӳремелли пир сумкине чышатăп. Асанне серте пуçтарма васкамасть-ха. Пуç çинчи хĕрлĕ-кĕрен тĕслĕ мăкăнь чечеклĕ тутрине хулпуççи çине хучĕ, унтан пилĕк таран ярăнакан сарă çӳçне тураса якатрĕ те:
— Эсĕ, мĕн, сертине пуçтар-ха, эпĕ тепĕр уçланка çитсе килетĕп. Унта çапăсен хушшинче вĕлтрен пулаканччĕ, — терĕ.
Эпĕ пĕлтĕрхи йывăç çулçисем çийĕн шăкăрин ларакан сертене пуçтаратăп та пуçтаратăп.
Нумаях та вăхăт иртмест, асанне каялла кăштăртатса çитрĕ.
— Вĕлтрен тухнă, тăват-пилĕк çулçа çитнĕ, — евитлет вăл. — Тусăмпа та курса калаçрăм, — ăшшăн кулать хăй.
— Кам вара вăл санăн тусу, асанне? — ыйтатăп эпĕ.
— Сана халех ун çинчен пĕлме иртерех-ха, ӳс-ха, тепĕр вунă çултан паллаштарăп унпа. Анчах ку — иксĕмĕр хушăри вăрттăнлăх. Ун çинчен никама та ан пĕлтер. Юрĕ-и?
Тупмалли
Сайта кĕр
Шырав
Çыравçăсем
- Çеçпĕл Мишши (26)
- Çемен Элкер (38)
- Александр Артемьев (12)
- Алексей Воробьев (160)
- Ваççа Аниççи (6)
- Валем Ахун (29)
- Геннадий Юмарт (90)
- Денис Гордеев (22)
- Иван Мучи (71)
- Илле Тăхти (81)
- Илле Тукташ (17)
- Илпек Микулайĕ (2)
- Константин Иванов (12)
- Куçма Турхан (3)
- Леонид Агаков (13)
- Любовь Мартьянова (186)
- Мария Ухсай (3)
- Митта Ваçлейĕ (21)
- Николай Теветкел (139)
- Николай Шупуççынни (21)
- Пайтул (9)
- Петĕр Хусанкай (41)
- Петĕр Ялгир (118)
- Светлана Асамат (24)
- Трубина Мархви (25)
- Хветĕр Уяр (4)
- Эмине (7)
- Юрий Скворцов (39)
- Юхма Мишши (240)
- Яков Ухсай (14)
Шухăшсем
Your website, chuvash...
Your website, chuvash...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...