«Хальччен нумай çĕрте эп пулнă...»
Хальччен нумай çĕрте эп пулнă,
Кăсăклине тем те пер курнă,
Анчах Слакпуç çăлкуçĕ пек
Хăват курманччĕ, туссемĕр! — теп.
Пĕр ывăç сивĕ шыв ĕçетĕп, —
Вăй-хал илетĕп çăлкуçран.
Эп ӳлĕм хамăн пур ĕçе те
Тума вĕренĕп Ухсайран.
Слакпуç таврашĕнче
Кĕçтенттин Иванов ялĕнче
Ирлĕ-каçлă куккук авăтать.
Çĕмĕрт, хурăн — вăрманлă тĕнче
Сăвăç утнă çула астăвать.
Инçетрен паллашма Слакпуçпа
Килнĕ чух ман чĕре хумханать.
Пăлханса тинкеретĕп куçпа —
Асилмешкĕн кайран çак куна.
Кам ан çунтăр килесшĕн кунта,
Нарспипе ун каччин çĕршывне?
Чунĕ кашни чăвашăн туртать
Çак сăваплă хитре ял енне.
Хушăлка ялĕнчен Тăхтаман
Вăрман витĕр утпа килет пек.
Çамрăк каччă Сетнер те паян
Тĕл пулса пуплес пек пирĕнпе.
Янăрать пек Нарспи юрлани
Шăнкăр-шăнкăр çырма хĕрринче.
Ун Сетнерĕ, юратнă савни,
Ачашлать сар хĕре аллинчен.
Шăхличпе, ав, кĕтӳç шăхăрать,
Тăрăс-тăрăс! сикет путекки,
Михетер ăйăрне шăварать,
Çывăхрах сас парать шывсикки...
Кĕсле тăвĕ çине улăхсан,
Курăнать таврана пит инçе.
Çывăрать-мĕн çыравçă Ухсай
Вăранми ыйхăпа ту çинче.
Чăваш ялĕ Слакпуç çĕрĕнче
Уйрăмах илĕртеç чечексем.
Ухсай сăнарĕ
Куç умĕнчех Ухсай сăнарĕ:
Ача кулли сăн-питĕнче.
Сăввисенче вут-хĕм кăларĕ
Кĕтмен-туман самантсенче.
Силпи-Слакпуçăн эп çӳрерĕм
Ухсайпала чăн тăванла.
Калаçрăм —
Тăрана пĕлмерĕм:
Уçса ярать вăл кăмăла.
Слакпуç çăлкуçĕнчен шыв ĕçрĕ,
Питне те çурĕ тăрăшса.
Чун-чĕрипе Сетнер пек вĕçрĕ,
Шыв ăсакан хĕре курсан.
Силпи çаранĕнче кансаччĕ:
Ем-ешĕл курăкĕ — кашма.
«Кунта, эх, Кĕçтенттин пулсанччĕ...» —
Тек пĕр сăмах та шарламасть.
Хĕвел те аслă çутçанталăк
Пĕрлешнĕ пулĕ халь унпа?
Лутра çынра тăван çĕр халĕ, —
Куратăп, — иксĕлми тапать.
Трагеди, сăвă, романсем те
Ахаль-и ӳкнĕ хут çине?
Тавралăх сăвăçа:
«Илсем, — тет, —
Ман мĕскер пур, чĕрӳ варне...»
Ваттипеле — вăл чăн-чăн ватă,
Ачапала — чăн ачалла.
Кун-çул иртет, Кун-çул шăвать, ав,
Асаилӳпе шав малалла.
Мĕскер тăвайăн? Вăхăт шелсĕр,
Ухсай хупать таса куçне.
Чăвашлăха упракансем
Ивановпа Ухсай çуралнă
Пушкăрстанра, Слакпуçĕнче
Чăвашлăха вĕсем упранă,
Илем тĕнчи — чунĕсенче.
Вĕсен сăввисене вулатпăр
Чун- чĕрепе аван туйса.
Авалхине чунпа туятпăр
Мала пыратпăр ăнтăлса.
Çулсем иртсессĕн те кивелмĕç
Нихçан вĕсен хайлавĕсем.
Чăвашлăха пĕтмешкĕн памĕç
Тутимĕрсем те Нарсписем.
Ялан асрах
Урал тăвĕ айĕнче,
Ырă Слакпуç ялĕнче.
Чăваш халăх пурăнать,
Çыннисемпе мухтанать.
Темшĕн чăваш çыннисем
Пушкăрт çĕрне юратнă?
Йывăр пурнăç тӳснисем
Кунта çитсе тăппланнă.
Аслă Слакпуç çумĕнче
Мăнаçланать Кĕсле ту.
Улăхсассăн ту тăрне
Чуна пусать ырату.
Кунта поэт канăçать
Пирĕн Ухсай Яккăвĕ.
Чăваш çынни пуç таять
Пурах ĕнтĕ сăлтавĕ.
Маттур ача пĕчĕкрен
Вĕренме ĕмĕтленет.
Кĕçтентин тăванĕ пек
Чаплă поэт пулас тет.
Çутă ĕмĕт, юрату
Шав малалла чĕнеççĕ.
Вăрçă çулĕ, çухату
Ах, чĕрене хĕсеççĕ.
Ухсай çырнă сăвăсем
Ырă кăмăл парнелеççĕ.
Трилогипе романсем
Чапне татах çĕклеççĕ.
Слакпуç ялĕ умĕнче
Эпир пуçа таятпăр.
Ивановпа Ухсая
Ялан асрах тытатпăр.
Ухсая хисеп туса
Аслă Пушкăрт çĕрĕнчи
Хитре Слакпуç ялĕнче
Ĕçчен Пăртта йăхĕнче
Пĕр матуркка çуралнă.
Ашшĕ-амăш савăннă
Йăх тăсакан пур тенĕ
Якку тесе ят панă,
Пултăр вăл сатур тенĕ.
Ача ӳснĕ, çитĕннĕ,
Ặс пухмашкăн ăнтăлнă.
Çак тĕллеве пурнçлама
Тĕрлĕ çĕрте вĕреннĕ.
Хăйĕн йăхри тăванне
Иванова вуласа
Çамрăк Якку тăрăшса
Хăй те сăвăсем çырнă.
Пит янравлă сăввисем,
Поэмисем, романсем.
Çырнă поэт çулран-çул,
Пухăннă ун пысăк мул.
«Кĕлпук мучи» поэми,
«Халăхăн ылтăн кĕнеки»,
«Ача чухнехи çăлтăрĕ»
Ун ятне çӳле çĕкленĕ.
«Атă кунчинчи тетрадь»
Вăрçă хирне çитерет.
Салтакăн йывăр пурнăçĕ
Куç умне тухса тăрать.
Чăваш йăли-йĕркине
Ухсай пит аван-çке пĕлнĕ.
Хăйĕн хайлавĕсенче
Вĕсемпе вăл усă курнă.
Сăввисенчи тарăн шухăш
Ман чĕрене тыткăнлать
Ун ятне хисеп туса
Эпĕ çыртăм çак сăвва.
Слакпуç чăвашĕ умĕнче
Иванов бульварĕ
Кăмăла лăпкарĕ.
Хӳт карти — акаци
Çĕкленет хавассăн.
Чул хăма шак-шак —
Атă та пушмак.
Лирă пек йăран
Эс кунта куран.
Хĕп-хĕрлĕ чечек
Хыпнă çулăм пек.
Сăвăçăн чĕри
Çулăм пек вĕри.
Иванов анасшăн,
Урампа утасшăн.
Яковлевпа Çеçпĕл
Проспекта чĕнеç пек.
Тупмалли
Сайта кĕр
Шырав
Çыравçăсем
- Çеçпĕл Мишши (26)
- Çемен Элкер (38)
- Александр Артемьев (12)
- Алексей Воробьев (160)
- Ваççа Аниççи (6)
- Валем Ахун (29)
- Геннадий Юмарт (90)
- Денис Гордеев (22)
- Иван Мучи (71)
- Илле Тăхти (81)
- Илле Тукташ (17)
- Илпек Микулайĕ (2)
- Константин Иванов (12)
- Куçма Турхан (3)
- Леонид Агаков (13)
- Любовь Мартьянова (186)
- Мария Ухсай (3)
- Митта Ваçлейĕ (21)
- Николай Теветкел (139)
- Николай Шупуççынни (21)
- Пайтул (9)
- Петĕр Хусанкай (41)
- Петĕр Ялгир (118)
- Светлана Асамат (24)
- Трубина Мархви (25)
- Хветĕр Уяр (4)
- Эмине (7)
- Юрий Скворцов (39)
- Юхма Мишши (240)
- Яков Ухсай (14)
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...