Атикас


Манăн ял


Савнă ялăм, манăн ял,

Тăван ялăм, Атикас,

Мĕн тери эсĕ илемлĕ,

Мĕн тери эсĕ хитре.

 

Урам хушши сарлака

Анлă Атăл евĕрлĕ.

Кил çурчĕсем çутă та

Уйăх-çăлтăр евĕрлĕ.

 

Çуркунне çитсен вара

Шăнкăртатса шыв юхать.

Хĕвел хĕртме тытăнсан

Симĕс курăк та шăтать.

 

Кашни килĕн умĕнче

Асамат пек чечексем.

Вĕсен ырă шăршипе

Тăван ялăм илемлĕ.

 

Кил-çурчĕсен умĕсем

Юр пĕрчи эрешĕ пек.

Мерчен евĕр куçĕсем

Урамалла тинкереç.

 

Урам тулли ачисем.

Саксем çинче ваттисем.

Вĕсен савăк сассипе

Пуян пирĕн ялăмăр.

 

Кĕркуннепе пирĕн ял

Ылтăн кавир пĕркенет.

Ырми-канми ĕçлесе

Кĕрекене тултарать.