Çурта


Çунать çурта


Асаттесен «хули» ял хĕрринче.

Йĕс чан сассиллĕ çимĕк кунĕнче

Юманпала çăка сулхăнĕнче

Çавра та ешĕл тĕмеске çинче

Çунать çурта

Атте-анне хĕресĕ умĕнче.

 

Çӳлте, çут тӳпере, пуç тăрринче,

Тытса-ши сар хĕвелĕн çиппинчен

Ытла та, ман хăраххăм, пĕр-пĕччен

Пĕр пуçласа вĕçне те пĕлмиччен,

Те хăй çинчен, те ман шăпа çинчен

Юрлать тăри.

Çунать çурта

Атте-анне хĕресĕ умĕнче.

 

Кайри Çырман сĕвек çыранĕнче

Çăлкуç тапса тухать çĕр тĕпĕнчен.

Кĕркке хитрен вылять ун шывĕнче.

Çырма ик енĕ — йывăç та чечек —

Хур-кăвакалшăн ырлăхлă тĕнче.

Шăнкăртатса ир пуçласа ирччен

Тапать çăлкуç.

Юрлать тăри.

Çунать çурта

Атте-анне хĕресĕ умĕнче.

 

Çук, çук, ял-йыш, эп тăлăха юлман.

Ман çухатас-и хамăн шанчăка? —

Аттеçĕм пулса тăчĕ яш юман,

Аннеçĕм пулса тăчĕ сар çăка.

Пĕрин сасси — тăри юрланинче,

Теприн сасси — çăлкуç янравĕнче.

Ан кăларах, çĕршывăм, çич юта.

...Çунать çурта.

Çунать çурта


Çунать çурта ман кантăк умĕнче,

Мĕн шуçăм киличчен çунать.

Ытла кичем-çке сансăр çут тĕнче!

Хăçан-ши тĕлпулу пулать?

 

Çунать çурта ман чĕрепе пĕрле,

Çунать те ирĕлет хуллен.

Юратнă çыннăм! Сукмакна йĕрле!

Шанатăп, кĕçĕрех килен!

 

Сĕтел çине çак çуртана лартас,

Ярас пуль куркана шерпет.

Хирĕç тухса-çке алăка уçас.

Çитетĕн! Чун-чĕрем сисет!

 

Çунать çурта ман кантăк умĕнче,

Мĕн шуçăм киличчен çунать.

Питех илемлĕ кĕçĕр çут тĕнче!

Шанатăп! Тĕлпулу пулать!

Çурта çунать


Çурта çунать, çунать çурта,

Çунать вăл сирĕн умăрта.

Веçех çунса пĕтет тесе

Ан шеллесем, ан сӳнтерсем.

 

Вăл ялкăштăр, ирĕлтĕрех,

Ун вăхăчĕ иртет пĕрех.

Ун ĕçĕ — çутă тăвасси,

Çук сӳннĕ çуртара усси.

 

Çунать çурта, çурта çунать,

Тархасшăн, ан сӳнтер ăна.

Чăмăртаса тыт аллуна,

Инçе кайма çутат умна.